Пулмантăшри ылтăн кĕркунне
«Ак çитрĕ сентябрь, сап-сарă сентябрь», _ сăвăç çырнă çак йĕркесене аса илсен чуна темле тунсăх пуснăн туйăнать.
Чăнах та, йывăç çулçисене ылтăн кĕркунне алли кăштах çеç çупăрланă-ха, нумай та вăхăт иртмĕ, _ «çулçă çумăрĕ» тăкăнма та пуçлĕ.
Хирсем пушанаççĕ, Пулмантăш _ Чукал тăрăхĕнче тырпула пĕтĕм лаптăк çинчен пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. Валерий Симурзин фермер каланă тăрăх, кăçал кĕрхи тулă начар мар тухăç панă. 50 тонна пуçтарса кĕртнĕ, çуррине халăха сутнă. Çурхи культурăсем, вăрах хушă типĕ çанталăк тăнипе, кĕтнĕ тухăçпа савăнтарайман.
_ Асанне çапла калатчĕ: пирĕн Пулмантăш ялĕн ячĕ «пулман тĕш» сăмахран тухнă, _ терĕ Валерий Николаевич. _ Кунти чухăн тăпра çинче тырпул çитĕнтерме çав тери йывăр. Куратăр вĕт: сеялка хыççăн шап-шурă тусан йăсăрланать. Минерал удобренийĕ хывмасан, гектартан 10 центнертан ытла тырă илейместĕн.
Халăхра «Сокол çăлĕ» текен вырăнтан инçе те мар фермер кĕрхи тулă акать. 50 гектар лаптăка паян вĕçлесшĕн. Михаил Ефремовпа ывăлĕ Иван ака пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Юрий Симурзин водитель ГАЗ-53 автомашинăпа вăрлăхпа тивĕçтерсе тăрать.
Валерий Симурзин 30 гектар çĕрулми çитĕнтернĕ. Çĕнĕ тухăçа упрама хранилищĕне тĕпрен юсанă. Шел, тухăç пысăк пуласси иккĕлентерет: çĕрулмин йышĕ пур пулин те шултăра мар. Кун пек улмана хула çыннисем тиркеççĕ, хакне те нумай чакараççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» фермер тар тăкса çитĕнтернине, минерал удобренийĕпе çунтармалли- сĕрмелли материалсем туянса, çынсене ĕçленĕшĕн тỹлесе хăйхаклăх ỹссе кайнине никам та шута илесшĕн мар. Çапла вара таса тупăш юлманпа пĕрех.
_ Çĕрулмине вырнаçтарма çав тери йывăр, _ пăшăрханать фермер. _ Ĕçĕ _ нумай, сумĕ - çук. Акă, Анат Чаткасри Андрей Юнкеров та тупăш сахал илнишĕн пăшăрханать. Каплах пулсан, килес çул «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне чакарма та тивĕ.
Валерий Симурзинпа пĕрле вăрлăхлăх хăварнă люцерна лаптăкне те кайса куртăмăр. Сентябрь уйăхне кĕтĕмĕр пулин те, вăрлăх ĕлкĕрмен-ха. Çанталăк лайăх тăрсан вăрлăх хатĕрлеме май килĕ, енчен те çумăра кайсан мĕн кĕтмелле?
Фермер мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетес шухăшлă. Анчах та вите çук: унчченхи «Волга» колхоз фермине пĕр кирпĕч хăварми салатса-аркатса пĕтерни кăмăла хуçать. Никам валли те ан пултăр тенĕ-ши?
_ Çĕнĕ вите тума укçа нумай кирлĕ, _ тарăннăн шухăшласа калаçать Валерий Николаевич. _ Тырăпа çĕрулми сутнипе кăна малалла аталанма çук. Çемье ферми йĕркелеме пулать, анчах ĕç вăйĕ çитмесрен хăратăп.
Фермер пурĕпĕрех аллине усмасть-ха: çитес çураки валли паха вăрлăх хатĕрлет, кĕркунне пĕтĕм лаптăка сухаласа хăварма тĕллев лартнă.
_ Çĕртме сухи тумасан, килес çулхи пысăк тухăç пирки ĕмĕтленмелли те çук, _ терĕ Валерий Николаевич. _ Çакна эпĕ яланах асра тытатăп. Кĕркунне сухаласа хăварнă çĕр тăван анне пекех: саншăн нимĕн те хĕрхенмест, ырлăх-пурлăх тума пĕтĕм вăй-халне парать.
... ПУЛМАНТĂШРАН район центрне килме тухнă чух ял урамĕнче ватă çынсемпе курса калаçрăмăр.
_ Халь те Валерий Николаевич пур, унсăрăн пирĕн ял çыннисем тырă та туянаймастчĕç, сухаламан-акман хирсене вăман пусса илетчĕ, _ савăнсах сăмахларĕç ватăсем. _ Çирĕп сывлăх, ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр Симурзин Николайăн хастар ывăлне. Хаçатра тав туса çырма ыйтатпăр.
Мĕнех, тивĕçтеретĕп сирĕн ыйтăвăра. Ăшă сăмах _ хĕвел шевли пек: пурнăçа юратас туйăма çĕклесе сăн-пите савăк кулăпа çутаттăр.
Валерий Симурзин пек çĕр çыннисем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ районти ялхуçалăхĕ. Вĕсене ăнăçлă ĕçлеме пулăшса пырсан çитĕнỹсем тата та пысăкрах пулĕç. Ура хурсан вара...хирсем акăнмасăр та юлма пултарĕç. Пулмантăш çĕрĕ çинче хыт-хурапа лартмасăр ỹснĕ йывăç мар, ылтăн тырă кашлатăрччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.