Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Африка чуми - хăрушă чир

РЕСПУБЛИКĂРИ Пăрачкав районне кĕрекен Напольное ялĕнчи уйрăм хуçалăхра Африка чумипе чирлесе сысна вилнине пула, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тунтикун анлă канашлу ирттернĕ, ун ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пайĕсене ертсе пыракансем, республика тата федераци территорири службисен ертỹçисем хутшăннă. Канашлура район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев тата выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци пуçлăхĕ Петр Пирогов Африка чуми пирĕн районта ан сарăлтăр тесе йышăнакан васкавлă мерăсемпе паллаштарнă. Шăмăршă районĕ Африка чуми сарăлас хăрушлăхăн иккĕмĕш зонине кĕнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çакăн пек чару тăвасси пирки пĕлтернĕ: _ рынокра сысна тата сысна ашĕ сутма юрамасть (III тата IV степень зоосанитари статусĕ пур организацисемсĕр пуçне); _ сыснасене хуçалăхсене тата ялсене илсе пыма юрамасть; _ сыснасене урамри çерем çинче çỹретме юрамасть; _ çыхăну уйрăмĕсен сысна ашĕнчен хатĕрленĕ продуктсене хунă посылка йышăнма юрамасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов канашлăва хутшăннисене Африка чумин хăрушлăхĕ çинчен халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн илсе пыма, ветеринари службине вара уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе каланă. Килти хуçалăхсен сыснасене урама кăларма пачах та юрамасть. Хальлĕхе çак хăрушă чир сарăласран вакцина шыраса тупайман-ха, çавăнпа та чир пирĕн района ан килтĕр тесен пурте пĕр тĕллевпе тăрăшни кирлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2016
13:52
Поделиться