Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăра - дуатлон

ИРТНĔ шăматкун Шăмăршăра дуатлон енĕпе республикăн уçă чемпионачĕ, Чăваш Енре мала тухассишĕн ăмăртусем, «Шăмăршă дуатлонĕ» турнир пулса иртрĕç. Вĕсене йĕркелекенсем _ Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви, Чăваш Енри триатлон федерацийĕ тата район администрацийĕ.

Дуатлон - пирĕншĕн спортăн çĕнĕ енĕ. Районта вăл иккĕмĕш хут кăна иртрĕ-ха. Кунта Шăмăршăри спорт тусĕн О.Хлюкин фермерăн тỹпи те сахал мар пулнине палăртса хăвармалла. Сăмах май, унăн ывăлĕ çак ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Дуатлон _ икĕ енлĕ ăмăрту. Чăваш Республикин чемпионатĕнче 1996 çулта çуралнă тата аслăрах спортсменсем малтанхи тапхăрта 5 километр чупса тухрĕç, унтан велосипедпа 20 километр хăваларĕç, кайран тата икĕ километр çурă чупрĕç.

 Республикăра мала тухассишĕн пынă тупăшу та çак дистанцисенчех иртрĕ. Унта 18-19 çулсенчи спортсменсем хутшăнчĕç. 15-17 çулсенчи çамрăксен дистанцийĕ кĕскерех пулчĕ: 2-8-1 километршар. Кунта спорта юратакансем хушшинче П.Макаров хисеп пьедесталĕн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ.

Дуатлон енĕпе республикăра мала тухассишĕн «Урожай» обществăн ăмăртăвĕсенче те шăмăршăсем хăйсене лайăх енчен кăтартнă. Унта 2006 çулта çуралнисенчен кĕçĕнреххисем хушшинче В.Хафизова иккĕмĕш, 2002-2003 çулсенче çуралнисем хушшинче К.Кузнецова 1-мĕш вырăнсене йышăнма вăй çитерчĕç. 

«Шăмăршă дуатлонĕ» турнирта 18 çултан пуçласа 50 çултан та аслăрах спорт тусĕсем, 13-14 çултисем те 2-8-1 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. 11-12 çулсенчи ачасем кăçал 1-4-1 километршар дистанцие парăнтарчĕç. Вунă çултан кĕçĕнреххисем хăйсен вăйне 500 метр _ 1,5 километр _ 500 метр дистанцире тĕрĕслерĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: дуатлона тĕрлĕ регионсенчи спортсменсем те хутшăнчĕç _ пĕтĕмпе 150 çынна яхăн.

Çĕнтерỹçĕсем медальсемпе Хисеп хучĕсене, парнесене çĕнсе илчĕç.Мала тухнисене августăн 19-21-мĕшĕсенче Саратовра иртекен ăмăртусене хутшăнма Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышне кĕртĕç. Ăмăртусене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн районти нумай спонсора тав тăвас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2016
13:45
Поделиться