Ачасене йышăнма хатĕр-и?
СЕНТЯБРĔН 1-мĕшĕ таçта аякра мар ĕнтĕ. Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен шутлă кунсем юлчĕç.
Р а й о н администрацийĕн, Роспотребнадзор тата пушар надзорĕн сотрудникĕсенчен йĕркеленĕ ятарлă комисси çак кунсенче 2016- 2017 çулсенчи вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнине тĕрĕслесе тухнă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 6 шкулпа 8 ача садне тĕрĕсленĕ. Пур çĕрте те стенасемпе маччасене якатса юсанă, коридорсемпе апат-çимĕç блокĕсем те илемлĕн курăнаççĕ. Шăмăршăри вăтам шкулпа Кивĕ Чукалти тĕп шкулта алăксене çĕннипе улăштарнă, сĕтел-пукан тата вĕренỹ оборудованийĕ туяннă. Шăмăршăри «Юмах», «Ромашка» тата «Аленушка» ача сачĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, ача-пăча вылямалли площадкăсене тĕпрен çĕнетсе илемлетнĕ. Шкулсемпе ача сачĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсем çине тĕп тимлĕх уйăрнине те палăртмалла. Комисси вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр тесе йышăннă.