Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уй-хир чĕнет

Хире тухсан – чун савăнать. Ылтăн тĕс çапнă тулли пучахсем çĕр ĕçченне пуç тайса саламлаççĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, уй-хир моторсен кĕрлевĕпе тулĕ. Пурĕ 10506 гектар çинчи тырпула пуçтарса кĕртмелле районта. Çак ĕçе 34 комбайнпа пурнăçламалла. Техника хĕрỹ ĕçе хатĕрпе пĕрех, механизаторсем те çителĕклĕ. Хире тухма команда пуласса çеç кĕтеççĕ. Пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. Хальлĕхе 1447 тонна утăпа 2100 тонна сенаж хатĕрленĕ. Кăçал районти хуçалăхсем кĕлет виçипе 16,3 пин тонна тырă пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. 

В.СЕВРЮГИН.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 июля 2016
11:33
Поделиться