Шăмăршăсем те палăрнă
ШУПАШКАР районĕнчи Янăш ялĕнче республикăри çуллахи спорт ăмăртăвĕсен финалĕ пулса иртнĕ. Вăйăсен тĕп тĕллевĕ _ сывлăха тĕреклетесси, активлă канăва йĕркелесси тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма пĕрлештернĕ команда йĕркелесси. Ялти спорт вăййисен программине спортăн 16 енне кĕртнĕ: армспорт, кĕрешỹ, кире пуканĕ йăтасси, масс-реслинг, çăмăл атлетика, мини-лапта, сĕтелçи теннисĕ, вĕрен туртасси, полиатлон, самбо, виçĕ енлĕ вăй виçесси тата ытти те. Хальхинче шăмăршăсем кире пуканĕ йăтассипе призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн тĕп специ- алист-эксперчĕ Вячеслав Антонов тата Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен Реназ Туктамышев ку тупăшура виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кире пуканне виçĕ енлĕн йăтассипе 2015 çулхи тĕнче чемпионĕ Константин Кусаинов хальхинче _ иккĕмĕш. Районти спортсменсем хальхи вăхăтра Шăмăршăри Акатуя хатĕрленеççĕ. Хăшĕ паттăра юлĕ-ши?