Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мĕн-ши вăл хресчен телейĕ?

«Мĕн-ши вăл хресчен телейĕ?

Вăхăтра çумăр çуни.

Ăшăтса пăхсан хĕвелĕ

Çитĕнет тырри-пулли»,-

 Эпĕ тахçан çырнă çак йĕркесене «Исток» ООО ертỹçи Юрий Старшов аса илчĕ. _ Район хаçачĕ ял çыннисем çинчен мухтаса çырнине çав тери килĕштерсе вулатăп, _ терĕ Юрий Артемьевич. _ Акă, паянхи хуçалăхсен ертỹçисене илер-ха. Чăн-чăн хресченсем мар-и? «Искра» СХПКна ертсе пыракан Менир Хамдеева, «Мир» ЗАО ертỹçине Зефер Афиатуллова, «Колос» ЗАО ертỹçине Виталий Захарова, «Карлинская» ЗАО ертỹçине Владимир Абсалямова, «Шанс» ООО ертỹçине Валерий Еремеева, «Восход» СХПК ертỹçине Олег Алексеева, Геннадий Макаров, Олег Хлюкин, Алексей Иванов, Валерий Симурзин, Сергей Данилов, Василий Павлов, Александр Денисов, Валерий Юманов, Андрей Юнкеров, Юрий Юнкеров, Юрий Никитин, Фазулла Рахматуллов, Владимир Митрофанов, Александр Сатеев тата ытти фермерсене пирĕн чун-чĕререн тав тумалла. Шăпах вĕсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ районти ялхуçалăхĕ. Тунтикун ирпе ирех çумăр çуни, пĕтĕм район территорийĕн çĕрне аванах витерни калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслекен комисси членĕсене те чунтан хавхалантарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш çуракине ирттернĕ вĕт-ха. Мĕнлерех шăтса тухнă калча, тар тăкса ĕçленин кăтартăвĕ савăнтарать-и? «Газель» автобус салонĕнче манпа пĕрле ларса пынисем _ хуçалăхсен ертỹçисем _ пылчăк çăрăлнине пăхмасăр кашни хир патнех çитме тăрăшрĕç. «Исток» тата «Колос» хуçалăхсен уй-хирĕ уйрăмах кăмăла çĕклерĕ. «Хамăр тăрăшсан, Турă пулăшсан, гектартан 25-30 центнер тырă илетпĕрех», _ хăйĕн çутă ĕмĕтне пытармарĕ «Колос» ЗАО ертỹçи Вита- лий Захаров. Пуянкассисем 400 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтереççĕ. Калчасем хỹхĕм шăтса тухнă, гербицидсемпе усă курнăран çумкурăк та курăнмасть. Комисси «Карлинская» хуçалăхра та пулчĕ. Кунта 420 гектар хĕвелçаврăнăш акса хăварнă. Çу туса илме çитĕнтерекен çак культура лайăх шăтнă, Владимир Абсалямов ертỹçĕ тупăш илме те ĕмĕтленет. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи фермерсем кăçал пĕр гектар çĕре те акмасăр хăварман. Комисси Олег Хлюкинпа Ивановсен хирĕсене лайăх хак пачĕ. Пăчăрлă Пашьелпе Чукал тăрăхĕнче те кăçал тухăçлă ĕçленĕ. Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Вла- димир Денисов тỹрремĕнех тăрăшнипе, кỹршĕсемпе пĕр чĕлхе тупнипе Тутарстанри инвесторсене явăçтарма май килнĕ. Темиçе çул хушши сухаласа ĕçе кĕртмен çĕр çинче паян «Агротранспорт» ОООн хăватлă тракторĕсем сухалаççĕ. _ Инвесторсем ĕçлени çĕр пайĕн хуçисемшĕн те, вырăнти бюджета та тупăшлă, самаях укçа кĕрет, _ пĕлтерчĕ Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев. «Агротранспорт» ООО Кивĕ Чукалпа Чукал ял тăрăхĕсенчи 1 пин гектар ытла çĕре арендăна илнĕ. Юлашки çулсенче йывăç тĕмĕсемпе хыт-хура ỹснĕ çĕре сухаласа кăçал кĕр тыррисем акасшăн. Валерий Симурзин, Фазулла Рахматуллов тата Владимир Митрофанов фермерсен хирĕсем те савăнтараççĕ. Комисси çавăн пекех Асанкассинчи Валерий Юманов фермерăн тăрăшуллăхне те палăртрĕ. Фазулла Рахматуллов, сăмахран, Улмаллăри 220 гектар çĕре арендăна илсе тырпул çитĕнтерет. Калчасем лайăх шăтнă, çумăр хыççăн уйрăмах илемлĕн курăнаççĕ. Çум курăксемпе хими пулăшнипе кĕрешет фермер. Кĕр тыррисем валли çĕр хатĕрлеме пуçăннă. Çак сăмахсенех Владимир Митрофанов акнă хирсем пирки те каламалла. Çумăр çурĕ, нỹрĕк пур, калчасем хăвăрт ỹссе çĕкленессе шанатпăр. Пур çĕрте те тенĕ пекех çумкурăксемпе хими меслечĕпе кĕрешеççĕ. Хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксене çулса утă хатĕрлеççĕ. Çĕрулми йăранĕсене кăпкалатаççĕ, пĕрлех вырмана хатĕрленес ĕç те пырать. «МĔН_ШИ вăл хресчен телейĕ?» _ хамран хам ыйтрăм эпĕ хуçалăхсенче пулнă хыççăн. Ман шутпа, ял çынни сывлăхлă та мал ĕмĕтлĕ пулни, ыранхи куншăн тăрăшни – пысăк телей. Вăй патăр сире, çĕр ĕçченĕсем!

ИВ.САЛАНДАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июня 2016
11:00
Поделиться