ГСВГ хастарĕсен пархатăрлăхĕ
ПИРĔН халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине чыслăн уявлама хатĕрленет. Шăпах 71 çул каялла, июнĕн 9-мĕшĕнче, Германири Совет çарĕсен ушкăнне (ГСОВГ, каярахпа ГСВГ) тытса тăрасси çинчен йышăну тунă. 50 çула яхăн, 1994 çулччен, тăсăлнă тапхăрта çак ушкăн йышĕнче районти кашни ялтанах вуншар та вуншар каччă салтакра пулнă. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра Германире служба тивĕçне пурнăçланă 300 яхăн ветеран пурăнать. 2014 çулта Германи çĕршывĕнче служба тивĕçне пурнăçланă салтаксемпе офицерсем Шăмăршă районĕнчи ГСВГ ветеранĕсен обществăлла пĕрлĕхне туса хунă, унăн вырăнти Канашне çирĕплетнĕ. Пĕлтĕрхи май уйăхĕнче ГСВГ ветеранĕсем районти организацийĕн Канашĕ хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче ырă пуçару турĕ. Германири çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă салтаксемпе офицерсен пархатарлă та мухтавлă ĕçне ĕмĕр асăнмалăх асра тытас тата çамрăк ăрăва çарпа патриотизм майлă воспитани парас, Тăван çĕршыва юратма, хỹтĕлеме вĕрентес тĕллевпе Шăмăршăра ГСВГ- шниксене халалласа палăк-стелла лартма йышăну турĕ. Часах хĕрỹ организацилле ĕç пуçланчĕ. ГСВГ ветеранĕсем ку тĕлĕшпе чăннипех те пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Кунта, паллах, чун-чĕре пуянлăхĕ те, ăс-тăн пуçарулăхĕ те, ал-ура вăй-халĕ те хăйсен рольне тивĕçлипе пурнăçларĕç. Кĕске вăхăтрах çак палăк-стеллăна тумашкăн кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ пухса, ăна хатĕрлесе лартмашкăн майсем тупрĕç. Мĕнпур ĕç-пуçа ГСВГ ветеранĕсен вăйĕпе _ чăвашсен ырă йăлипе миме мелĕпе усă курса _ пурнăçларĕç. ГСВГ ветеранĕсен районти организацийĕ палăк-стелла туса лартмашкăн пулăшнă спонсорсене, хăйсем салтак тивĕçне Германи çĕрĕ çинче пурнăçланă ветерансене, организацин районти ертỹлĕхне чунтан-чĕререн тав тăвать, малашне те çакăн пек пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ пулма ырă сунать. Шăмăршă район ертỹ- лĕхĕн тата ГСВГ-ăн вырăнти организацийĕн Канашĕн йышă- нăвĕпе килĕшỹллĕн, асăннă палăк-стеллăна Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 71 çул тултарнă кун _ майăн 9-мĕшĕнче _ савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Ăна райцентрти Культура Керменĕ çумĕнчи кану паркĕнче, Пограничниксен палăкĕ-стеллипе юнашар вырнаçтарнă. ГСВГ ветеранĕсен районти организацийĕн Канашĕ Майăн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерỹ митингĕ иртнĕ хыççăн пурне те тепĕр савăнăçлă пулăма ирттермешкĕн хăйсем салтак тивĕçне мирлĕ çулсенче Германири çар ушкăнĕн ретĕнче ирттернĕ ентешсене асăнса лартнă палăк-стеллăна уçнă çĕре хутшăнма чĕнет. Палăка 13 сехетре кỹршĕллĕ облаçсемпе районсенчен килекен хăнасемпе тата хамăр тăрăхра пурăнакан ГСВГ хастарĕсемпе пĕрле уçма палăртнă. Çавăн пекех салтак тивĕçне Польшăра, Венгрире, Чехословакире, Афганистанра тата ытти çĕршывсенче пурнăçланă интернационалист-ветерансене те чĕнетпĕр.
П.ФОМИН, ГСВГ-ăн районти Канашĕн членĕ, районти ветерансен Канашĕн председателĕ.