«Мухтанатăп санпа, асатте !»
КỸРШĔ хĕрачин Елизавета Филиппован мăн аслашшĕ те, мăн кукашшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă. И.П.Филипповпа Н.В.Космовский фронтран кăкăр тулли орденмедальпе таврăннă. Шел, иккĕшĕ те темиçе çул каялла çĕре кĕчĕç.
_ Çĕнтерỹ кунĕнче эпĕ икĕ портрет йăтса тухатăп, _ терĕ Лиза, «Вилĕмсĕр полк» акцие вĕсен класĕ мĕнле хутшăнасси пирки ыйтсан. _ Ытти ачасем те портрет хатĕрлеççĕ.
Шăмăршăри вăтам шкул «Вилĕмсĕр полк» акцие пĕлтĕр те хастар хутшăннăччĕ. Çапах та пысăк йышлă коллектившăн 50-60 сăнỹкерчĕк çеç йăтса утни çителĕксĕр пек туйăнать. Тĕрĕссипе, кашни ачан, кашни вĕрентекенĕн çывăх тăванĕ вăрçă вутне кĕнĕ вĕт-ха, нумайăшĕн сăнỹкерчĕкĕ çемье архивĕнче упранса юлнă. Мĕншĕн мухтанас мар-ха çĕнтерỹçĕсемпе? Мухтанни çеç мар ку, Аслă Çĕнтерĕве туптанă пат- тăр çынсене чыс-хисеп туни те. «Никама та, нимĕне те манмастпăр!» _ тесе ахаль калатпăр-и вара?
«Дед, вставай! Посмотри, как мало осталось «твоих» в этом честном строю! Дед, вставай! Через десять годков что за лица увидят мои дети 9 мая? Кем будут гордиться? Ты не встанешь, я знаю! Но я пронесу твою честь! Ведь я твоя кровь! Ведь я твоя память!» _ çак сăмахсене çамрăксем палăк умĕнче каланă чух хумханнипе куç шывланать. Вăрçăра юн тăкнă аттепе Ленинграда хỹтĕлесе вилнĕ кукаçей ман çине тилмĕрсе пăхнăн туйăнать...
Темиçе çул каялла кăна-ха кунта 40-50 фронтовик тăратчĕ, урамри колоннăпа та ветерансем патваррăн утатчĕç. Халĕ вĕсен йышĕ çав тери сахал юлчĕ. Вилнисемпе пĕрле вĕсен паттăрлăхĕ те яланлăхах ан çухалтăрччĕ тесе йĕркеленĕ те «Вилĕмсĕр полк» акцие. Çак акцие кашниех _ ача та, çулланнă çын та _ хутшăнма пултарать. Чăн малтан, хăвăрăн çывăх тăванăрăн биографине тĕпчесе пĕлĕр, унăн вăрçăри çулĕ тăрăх шухăшпа утса тухăр. Тыл ветеранĕн мухтава тивĕçлĕ ĕçĕ çинчен ыйтса пĕлме те ан манăр.
Унтан ветеран сăнỹкерчĕкне вырнаçтарнă транспорант (штендер) хатĕрлĕр, айне фронтовикăн е тыл ĕçченĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне тата çар званине çырăр. Майăн9-мĕшĕнче çак транспоранта йăтса район администрацийĕ умне пырăр. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем кунтан пĕр колоннăпа Асăну палăкĕ еннелле çул тытĕç. «Вилĕмсĕр полк» акци Шăмăршăра çеç мар, районти кашни ял тăрăхĕнчех лайăх ирттĕрччĕ. Тем чул укçа тăкакламасăрах, хамăр алăпах хатĕрлеме пулать илемлĕ транспорант. Шкул ачисене ашшĕ-амăшĕ пулăштăр. Уяв иртнĕ хыççăн транспоранта тирпейлĕ кăна пуçтарса хурасчĕ. Вăрçă паттăрĕсемпе тыл ветеранĕсен ячĕсем Асăну кĕнекинче кăна мар, палăк çинче çеç те мар, кашнин чĕринче упранччăр. Хăйсем пирĕн хушăмăрта пулмасан та, сăнỹкерчĕкĕсем Çĕнтерỹ уявĕнче халăхпа пĕрле пулччăр, чунĕсем çĕнелсе илемленекен тăван ялпа, чечекпе пĕркеннĕ ырă çуркуннепе, çывăхри хирте кĕрлекен трактор сассипе, тỹпери тăри юррипе савăнччăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.