Лартар-ха чаплă палăк, халăх!
ÇАК кунсенче кăна-ха ман пата пирĕн районта çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта хĕрĕ патĕнче пурăнакан Александр Васильевич Коновалов шăнкăравларĕ.
_ Сывлăх пулсан, кăçал та Шăмăрша килсе Çĕнтерỹ парадне хутшăнатăпах, _ терĕ фронтовик. _ Сăмах калас шухăш та пур. Манпа пĕр çулхисем пурте çĕре кĕчĕç пуль ĕнтĕ. Ытла та йывăр килчĕ пирĕн кун-çулăмăр, вăрçăри хăрушă самантсем халĕ те тĕлĕкре курăнаççĕ...
Аслă Çĕнтерỹ 71 çул тултарнă май, эпĕ те хам лайăх палланă фронтовиксене аса илсе лартăм. Шăмăршăри Иван Филипповпа Александр Гудимова, Анат Чаткасри Гаврил Хрисановпа Петр Фадеева, Виçпỹрт Шăмăршăри Михаил Каримова, Ильяс Ухтиярова тата Василий Кошкина, Палтиелĕнчи Минетдин Калаковпа Иван Алексеева, Патирекри Зейдулла Сейфутдиновпа Ферах Низамова, Кивĕ Шăмăршăри Иван Кудряшова, Карапай Шăмăршăри Иван Елисеевпа Иван Купташкина, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Михаил Бахтинпа Аркадий Борисова, Васанти Михаил Сандиеровпа Алексей Чеменева, Кивĕ Чукалти Егор Албутовпа Иван Дергачева, Вырăс Чукалĕнчи Алексей Аксеновпа Александр Вершинина, Çĕнĕ Чукалти Федор Лукьяновпа Петр Муллина тата ыттисене халĕ те чĕрĕ пек куç умне кăларса тăратрăм. Çак фронтовиксем çинчен эпĕ хаçатра çырнă, вĕсен асаилĕвĕсене чуна хумхантарса итленĕ.
Акă, кивĕ блокнотра Çĕнĕ Чукалти Михаил Иванович Ишуков çинчен çырнине тупрăм. Чăваш каччи Брянск фронтĕнче тата Курск пĕккинче çапăçнă, Украинăпа Белоруссие фашистсен тыткăнĕнчен хăтарма хутшăннă. 205-мĕш артиллери полкĕн рядовойĕ штабпа шанчăклă çыхăну йĕркеленĕ. Фронтри паттăрлăхшăн ăна III степень Мухтав орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.
Тата тепĕр блокнот. Кунта эпĕ Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ Петр Тимофеевич Чекушкинăн асаилĕвне кĕскен çырса хунă.
Танк командирне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степень орденĕпе тата икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, медальсемпе чысланă. Петр Чекушкин аслă лейтенант, йывăр аманнă пулсан та, командир тивĕçне пурнăçлама пăрахман, тăшман çарне пысăк çухату кỹнĕ.
Палтиел çынни Харис Насретдинович Буданов та _ ман очерк геройĕ. Вăл Чăваш Республикинче йĕркеленнĕ 139-мĕш стрелок дивизийĕн йышĕнче çапăçнă, батальон командирĕн связнойĕ пулнă. Харис хăюллă пулнипе палăрнă, темиçе нимĕçе тыткăна илнĕ.
Çапăçури паттăрлăхшăн Харис Буданова Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» тата ытти медальпе наградăланă.
Шăмăршă районĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 5100 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 2547-шĕ тăван ялне таврăнайман. Вăрçăран килейменнисен ячĕпе кашни ялтах палăк лартнă. Вĕсем паттăрсем çинчен манма памаççĕ. Пирĕн тивĕç _ çак палăксене юсаса-çĕнетсе тăрасси, фронтран таврăнайман кашни çын ятне асра тытасси. Çĕнтерỹ уявĕ умĕн çеç мар, çулталăк тăрăшшĕпех палăк умĕнче тирпейлĕ пултăр, хĕл кунĕнче те вăл юрпа ан хуплантăр. Çулла вара кунта чи хитре чечексем ешерччĕр.
Ял тăрăхĕн администрацийĕсен шкул коллективĕсемпе пĕрле, палăксене пăхса-тирпейлесе тăмаллах. Ытти районсен тĕслĕхĕпе, Шăмăршăра илемлĕ те чаплă Асăну палăкĕ лартма та вăхăт. Ку ĕçре укçа-тенкĕллĕ çынсем пулăшсан тем пекех лайăх пулĕччĕ. Çак палăк çумĕнчи гранит хăма çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисен хушамачĕсене çеç мар, фронтран çĕнтерỹпе таврăннă хыççăн çĕре кĕнисен хушамачĕсене те çырсан пирĕн пуçлăхсене халăх чĕререн тав тăвĕччĕ.
Укçа тени вăл _ яланах çителĕксĕр, йышпа кар тăрсан, тенкĕ çумне тенкĕ хушсан, тем пек пысăк ĕçе пурнăçлама та вăй çитмелле.
Ив.САЛАНДАЕВ.