Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Студентсемпе тĕл пулнă

МАРТĂН 30-мĕшĕнче район администрацийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов Чăваш ялхуçалăх академийĕнчен çывăх вăхăтра вĕренсе тухакан студентсемпе _ Шăмăршă районĕнче çуралса ỹснĕ çамрăксемпе _ тĕл пулнă. Владимир Васильевич каччăсемпе хĕрсене район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕпе, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă, çамрăксен шухăш-ĕмĕчĕпе интересленнĕ. «Районти ялхуçалăхне аталантарма ăслă та пуçаруллă специалистсем çав тери кирлĕ, _ тенĕ Владимир Денисов. _ Çамрăксем _ пирĕн пуласлăх, эсир тăван района килсе ĕçлесен пирĕн ялсем тата та илемленĕччĕç». Студентсем Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнче, «Исток» ОООра тата «Сувар» ОООра пулса курнă, ял ĕçченĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пынине хăйсен куçĕпе курса ĕненнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 апреля 2016
15:05
Поделиться