Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Инвалидсене _ социаллă пулăшу

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹленĕ чух инвалидсене социаллă пулăшу параççĕ-ши? (Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче панă ыйтуран.)Çак ыйту çине хуравланă май, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай специалисчĕсем çапла пĕлтерчĕç: _ Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен» саккунĕн 17 статйипе килĕшỹллĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тỹленĕ чух инвалидсен 50 процент чухлĕ компенсаци илме право пур. Чăваш Республикин 2009 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче йышăннă саккунĕпе, уйăхсерен паракан укçа пулăшăвĕн виçи 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен 736 тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикин çак саккунне халĕ хăшпĕр улшăну кĕртнĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен куçăм тапхăрĕ тесе йышăннă, çак уйăхсенче компенсацие шута илекен виçепе (фиксированный размер) тỹлеççĕ (инвалидсене _ муниципал районĕсемпе хула округĕсем палăртнă стандартăн 20 проц. чухлĕ). Август уйăхĕнче вара чăннипе мĕн чухлĕ тăкакланă суммăна кура компенсацие çĕнĕрен шутласа параççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 марта 2016
14:38
Поделиться