Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ

МАРТĂН 16-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Калаçу теми _ «Чăваш Республикин 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ тата кăçалхи тĕллевсем». Кунсăр пуçне, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пурăнас тата çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес тĕлĕшпе умра тăракан тĕллевсене те сỹтсе явнă. Халăхпа тĕл пулма Шупашкар- тан Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килнĕ. Владимир Доброхотов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Денисовпа пĕрле Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулса калаçнă, ялти вăтам шкул коллективĕнче те Информаци кунĕн темипе калаçу ирттернĕ. Министр çакна пĕлтернĕ: кăçал Шăмăршă районĕнчи çулсене юсама 26 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Шăтăк-путăклă çулсенчен тинех хăтăлатпăр теме пулать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та савăнтаракан хыпарпа килнĕ: вăтам шкул çуртне тĕпрен юсама 18 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Ку сумма _ юсав ĕçĕсен малтанхи тапхăрĕ валли, каярахпа тата та укçа уйăрса парасса кĕтетпĕр. Ял çыннисене ытти ыйтусем те хумхантараççĕ. Акă, Улмаллă ялне каймалли республика пĕлтерĕшлĕ çула хăçан юсĕç? Министр ку ыйтăва ĕçлĕ лару-тăрура пăхса тухма шантарнă.

М.ЮМАНОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2016
14:37
Поделиться