Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрататчĕ ылтăн уй-хире

«Восход» колхозра тулă выратчĕç. Хуçалăхра çеç мар, районта та малта пыракан комбайнер Анатолий Николаев бункер çине пилĕк çăлтăр ỹкерме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Ку пилĕк пин центнер тырă пухса çапнине пĕлтерет. «Анатолий Андреевича саламлама Шупашкартан министр хăй килнĕ!» _ пĕлтерчĕ пире колхозăн тĕп инженерĕ Петр Чумуркин. Те шỹтлет вăл, те чăннине калать _ сăнран пăхсан пĕлме те çук. Акă кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çывхарчĕ, хирте ĕçлекенсем патне механизаторсем шỹтлесе «яшкавоз» текен автомашина та çитсе чарăнчĕ. Вырмара вăй хуракансем апата ларма та ĕлкĕрейменччĕ, хирти çулпа тусан кăларса хура «Волга» персе çитрĕ. Кабинăран парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Иван Журавлев тата шакмаклă кĕпе тăхăннă патвар арçын тухрĕç. «Леонтьев вăл, ялхуçалăх министрĕ», _ пăшăлтатса пĕлтерчĕ мана Геннадий Смаев радиоорганизатор. Хăйсен ялĕнче çуралса ỹснĕ паллă çынпа Геннадий Семенович яланах мухтанатчĕ, «шкул тутарчĕ, кĕпер хывтарчĕ, çул сартарчĕ», _ тесе ырлатчĕ. Çапла паллашрăм эпĕ Геннадий Петрович Леонтьевпа _ хамăрăн хисеплĕ ентешпе. Комбайнерсен мазутпа-тусанпа хуралнă аллисене хыттăн чăмăртарĕ министр, хирти тата килти пурнăç пирки ыйтса пĕлчĕ. Вырма паттăрне _ Ана- толий Николаева _ ялхуçалăх министерстви ятĕнчен парне те пачĕ. Унтан механизаторсемпе юнашар ларса пăрçа яшки те çирĕ. «Вĕре-вĕре, хашка-хашка министр çиет яшка», _ çакăн пек йĕркесем çуралнăччĕ ун чух ман пуçăмра. Унтанпа Геннадий Петровича темиçе те курнă, тăван района, çуралса ỹснĕ Васан ялне килкелесех тăратчĕ вăл. Ĕç биографийĕ те унăн ялпах çыхăннă. Ялти шкул, Палтиелĕнчи вăтам шкул, Ула- тăрти ялхуçалăх техникумĕ, Совет Çарĕнчи служба, Чăваш ялхуçалăх институчĕ... Тăван ялĕнчи «Гвардеец» совхозра зоотехник пулса ĕçленĕ. Хастарлăхне шута илсе, Геннадий Леонтьева ВЛКСМ Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлаççĕ. Кунтан ВЛКСМ Чăваш обкомне куçараççĕ. Комсомолтан парти органĕсене ĕçлеме илеççĕ. Çав хушăрах партин Чулхулари аслă шкулĕнчен, каярахпа КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи обществăлла наукăсен Академийĕнчен вĕренсе тухать. 1986 çулта пирĕн ентеше Чăваш АССР ялхуçалăх министрĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çак пысăк яваплă ĕçре Геннадий Петровичăн организаторла пултарулăхĕ туллин палăрать. Республикăри ял ĕçченĕсем хушшинче чыс-хисеп çĕнсе илет. Тăван çĕршыв Г.П.Леонтьева Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Ăна КПСС обкомĕн членне, Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Геннадий Петрович ялхуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене, малта пыракансен опытне анлăн сарассишĕн питĕ нумай тăрăшнă. Шăмăршă районĕшĕн тунă ырă ĕçĕсене вара шутласа тухма та йывăр. Геннадий Петрович шкулсем тата çул тăвас, колхозсене çĕнĕ техникăпа тата ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе тивĕçтерес тĕлĕшпе сахал мар пулăшу панă. Ахальтен мар ĕнтĕ нумай çул хушши района ертсе пынă Иван Антоно- вич Журавлев: «Леонтьев ятне Шăмăршăри пĕр урама памаллах», _ тетчĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр 2001 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче йывăр чирлесе выртнă хыççăн пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Халĕ унăн çывăх тусĕ Иван Антонович та пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Ман шутпа, Леонтьев та, Журавлев та ĕмĕр асăнмалли чыса тивĕç. Вĕсен ятне, ырă ĕçĕсене пирĕн яланах асра тытмалла. ... ÇУЛСЕМ, çулсем, ăçта васкатăр? Акă ялхуçалăх наукисен кандидачĕ, Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Петрович Леонтьев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Хăй çук пулин те, халăх манман ăна. Малашне те манмĕ тесе шутлатăп.

Ив.САЛАН ДАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 марта 2016
15:43
Поделиться