Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Часах - Раштав каникулĕ

Январĕн 1-мĕш кунĕнчех Анат Чаткасри Культура çуртне çамрăксене футболла тата волейболла выляма чĕнеççĕ. Тепĕр кунне районти Ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕнче шкул ачисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртет. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн çамрăкĕсем январĕн 4-мĕшĕнче вăтам шкулта волейбол турнирĕнче тупăшĕç. Çак кунах Васан ял тăрăхĕнче те ирĕклĕ майпа кĕрешỹ иртĕ. Январĕн 5-мĕшĕнче Палтиел ял тăрăхĕнчи баскетбол вăййине кăмăллакансем шкулти спорт залне пухăнĕç - турнира хутшăнĕç. Çак кун ытти ял тăрăхĕсенче те сывлăх кунĕ иртĕ. Январĕн 7-мĕшĕнче вара Пуянкассинче йăлана кĕнĕ Раштаври волейбол турнирĕ пулĕ - пурне те шкул çуртне йыхăраççĕ. Январĕн 8-мĕш кунĕнче анатчаткассем спортпа туслă çемьесене йĕлтĕр çине тăма сĕнеççĕ, пашьелсем - шашкăлла выляма пуçтарăнаççĕ. Куратăр ĕнтĕ, мĕн тĕрлĕ мероприяти кĕтет пире - кану кунĕсене сывлăхшăн усăллă ирттересси хамăртан килет. Февраль уйăхĕ яланхи пекех йĕлтĕр ăмăртăвĕсемпе пуян пулĕ. Пĕтĕм çĕршывĕпех иртекен «Йĕлтĕр йĕрĕ» районта февралĕн 6-мĕшĕнче иртет, тепĕр кунне Палтиел ял тăрăхĕ-предприятисемпе организацисен тата ял тăрăхĕсен ертỹçисене, район Пухăвĕн депутачĕсене М.Хамдеев район пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрпе чупма йыхăрать. Юр çуса лартсанах пурте йĕлтĕр çине, туссем! Культура ĕçченĕсем те пире кану кунĕсене хавас кăмăлпа ирттерме тĕрлĕ майсем туса параççĕ. Декабрĕн 30-мĕшĕнче районти Культура керменĕнче Çĕнĕ çул дискотекисем пуçланаççĕ. Çак кун Палтиелĕнчи, Пуянкассинчи, Патирекри Культура çурчĕсенче хаваслă кану каçĕ, Пăчăрлă Пашьелĕнче, Виçпỹрт -Шăмăршăра - Бал-Маскарад, Хайпăлара - ачасем валли Çĕнĕ çул елки иртĕ. Декабрĕн юлашки кунĕнче вара кашни ялтах Культура çурчĕн ĕçченĕсем Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелеççĕ: Карапай-Шăмăршăра, Палтиелĕнче, Чукалта, Кивĕ Чукалта, Патирекре - Бал-Маскарад, Шăмăршăри Культура керменĕнче, Асанкасси, Анат Чаткас, Хайпăла, Пуянкасси ялĕсенчи клубсенче - хаваслă кану каçĕсем. Январĕн 1-мĕшĕнче Пуянкассинче тата Хайпăлара пурăнакан ачасене Хĕл Мучипе Юрпике килрен киле çỹресе савăнăç парнелĕç. 6-мĕш январьте Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче ĕçлекенсем ачасем валли ятарласа хатĕрленĕ литературăпа музыка композицийĕсене кăтартĕç. Январĕн 6-7-мĕш кунĕсенче «Раштав каçĕсем» районти пур Культура çурчĕсенче те иртĕç. «Раштав çăлтăрĕ» фестивале районти Культура керменĕнче январĕн 12-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çавăн пекех январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен ялти Культура çурчĕсенче шашкăлла тата шахматла выляма май пулĕ. Пурне те кану кунĕсене сывлăхшăн усăллă тата хавас кăмăлпа ирттерме сунатпăр!



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2015
09:51
Поделиться