Асăрханмалла, тимлĕ пулмалла
2014 çулта çак синкертен 32 пине яхăн çын шар курнă. Терроризм - психологиллĕ хĕç-пăшал. Обществăна хăратса-анратса ямалли вирлĕ мел вăл - çакна йышăнмаллах. Çавăнпа ĕнтĕ тĕнче мурĕ тискерленсех, чунсăрлансах пырать. Террористсем хăйсен чунсăрлăхне, терактсен хура-хаярлăхне «тĕрĕс тĕнпе» «тасатма» тăрăшаççĕ. Çак суялăхпа витĕнсе мур-хурахсем хăйсене тĕрĕс мар çулпа аталанакан цивилизацие хирĕç кĕрешекен «паттăрсем», этемлĕхе «ирĕке кăларакансем» пекех кăтартма хăтланаççĕ. Темĕнле садиста та, маньяка та, преступнике те пирĕшти евĕрех пропагандăлаççĕ. Анчах терроризм «илĕртĕвĕ» урăххинче. Террорист хăйне тĕнче умĕнче «ирĕклĕн» туять, общество моралĕ, этем кăмăл-сипечĕ ăна ним тума та кирлĕ мар. Чун тискерлĕхĕ çеç пулмалла - вара темле теракт та ирттерме хатĕр вăл. Этем усала парăнать, унăн чури пулса тăрать. Терроризма хирĕç кĕрешмелли мелсем пур. Анчах чи эффективлă меслетсенчен пĕри пирки вара пит калаçсах каймаççĕ. Тĕнче мурĕн тымарне касакан хăватлă инструмент пур этемлĕхĕн. Вăл - халăх культури. Сăмахран, шухăшлăр-ха: чăваш халăхĕн культури сăпкинче террориста ỹстерме пулать-и? Кашни халăхăн культури, йăли-йĕрки вырăнти географи условийĕсенче тата кỹршĕллĕ халăхсемпе килĕштерсе пурăнмалли мелсене аталантарать. Этнокультурăра çын пурнăçĕ - тĕнчери чи хаклă япала: ылтăн мар, нефть мар - этем пурнăçĕ чи пысăк мул. Шел, халăхсен культурисем паян - çунатсăр. Вĕсен аталанăвĕн çулĕсем хупăнсах пыраççĕ. Вĕсен вăйсăрлăхĕ - тĕнче мурĕшĕн аван. Тăван халăх, тăван культура тымарĕнчен касăлнă, тăван- лăх кăвапинчен татăлнă çамрăксене мур-хурахсен йышне илĕртме çăмăлтарах, культуринчен ютшăннă халăха хăратма та меллĕрех. Халăх культурине, йăли-йĕркине хăватлăн аталантарсан - тĕнче мурĕпе эффективлăн кĕрешме пулать. Çак курăм кирлĕ обществăна.