Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Актуаллă ыйтусем тавра

Халăхпа тĕл пулса унăн шухăш-кăмăлне пĕлес тата паянхи кун çивĕч тăракан ыйтусене пĕрле сỹтсе явас, ял çыннисене канăç паман ыйтусем çине хуравсем парас тĕллевпе информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе курнă.Информаци кунĕ–Раççей Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвĕ умне тухнă Çыру тавра пулнă. Çавăнпа пĕрлех тĕлпулусенче япăх пахалăхлă, сывлăха сиен кỹрекен эрех-сăрана, спирт хутăштарнă ытти продукцие сутассине чарас, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен кунĕсенче вут-кăвартан сыхланмалли хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса пурнăçласси çинче чарăнса тăнă. Пирĕн района информаци кунне ирттерме Федераллă Тытăмăн Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕн службин ертỹçин çумĕ Николай Романов ертсе пыракан ушкăн килнĕ, вăл Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пулнă. Малтан вăл ялти Культура çуртĕнче ял активĕпе тĕлпулу ирттернĕ, кайран ялти вăтам шкулта, О.Хлюкинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче пулса курнă. Тепĕр ушкăн – ун йышĕнче С.Абрамов – Чăваш Республикинчи Патшалăхăн регион стандартлăвĕ, метрологи тата тĕрĕслев центрĕн директорĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков пулнă - районти тĕп больницăра халăха тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă. Паллах, чылайăшĕ РФ Президенчĕн Çырăвĕнчи хăш-пĕр саманчĕсемпе кăсăкланнă, тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулнă. Сергей Петрович пур ыйту çине те тĕплĕ хурав панă, В.Путин кăтартнă çул-йĕрсем республикăра мĕнле улшă- нусем кỹртме пултарас пирки ăнлантарнă. Владимир Александрович, Çырăвăн тĕп шухăшĕсене пĕтĕмлетсе, районта туса ирттернĕ ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă, малашлăх шанчăклă пулас пирки каланă. Чăваш Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи А.Ухтияров ытларах Президент Çырăвĕнчи темăсем çинче чарăнса тăнă. Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен ун патне нумай ыйтусем пулнă. Çынсене хальхи вăхăтри пулăмсем те кăсăклантарнă. Анатолий Ильич кашнин ыйтăвĕ çине тулли хуравсем панă. Çавăн пекех вăл Шăмăршă районĕн энциклопедине хатĕрлес тĕлĕшпе пăр вырăнтан хускални çинчен пĕлтернĕ. Ку - пĕрлехи вăйпа тумалли ĕç. Юлашкинчен А.Ухтияров Шăмăршăра пурăнакан Еливановсем патĕнче пулса курнă. Вĕсем иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем. Леонид Васильевич чылай çул КПСС райкомĕнче, каярахпа район хаçатĕнче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ Антонина Дмитриевна вăрах вăхăт Шăмăршăри кĕнеке лавккинче ĕçленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2015
09:02
Поделиться