Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттур салтак

Çавăнпах ĕнтĕ йĕкĕтсем çара каяс тесе ăнтăлнă - Тăван çĕршыв умĕнчи пархатарлă тивĕçе пурнăçлассишĕн пăрăнакансем пулман.Ярăславра çуралса ỹснĕ Александр Петров пирки те çакнах каламалла. Хăйне повестка парасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăл - кĕтсе илнĕ-илнех. - Атте-анне, сирĕн ятăра ямăп, маттур салтак пулма тăрăшăп, - тенĕ вăл килтен тухса каяс умĕн. Хăйĕн сăмахне тытать, тỹрре кăларать салтак. Çак кунсенче кăна-ха, акă, унăн ашшĕ-амăшĕ патне Саша службăра тăракан подразделени командирĕнчен Тав çырăвĕ килнĕ. «Хисеплĕ Ирина Михайловна тата Сергей Владимирович! Сире çакăн пек ывăл çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тăватпăр. А.Петров Тăван çĕршыва тивĕçлипе сыхлама присяга пачĕ. Вăл хăйĕн сăмахне тытать. Кĕске хушăрах Александр çар специальноçне алла илчĕ, хăй ĕçĕнче класлă маçтăр пулса тăчĕ. Салтак халĕ те хăйĕн ăсталăхне ỹстерсех пырать, пур енĕпе те лайăхпа çеç палăрса тăрать, спортпа та туслă. Унăн командирсемпе аслă юлташĕсем хушшинчи çыхăнусем те лайăх, ăна хăйне те пурте хисеплеççĕ. Служба тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне Саша çар чаçĕн культурăпа спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăнать. Унăн çак пархатарлă енĕсене командовани пĕрре кăна мар лайăхпа палăртнă», - тенĕ Тав çырăвĕнче. Ырă хыпар – ырриех. Çырăва вуласа тухсан салтак амăшĕн - нумайранпа районти тĕп больницăра ĕçлекен Ирина Михайловнăн куçĕнчен савăнăç куççулĕ юхса анчĕ. - Савăнмалла ывăлăмăршăн, çĕршыв хỹтĕлевçишĕн. Шăл куççульне, - теме çеç пултарчĕ салтак ашшĕ Сергей Владимирович.

З.КРАСНОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 декабря 2015
08:37
Поделиться