Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх дружинникĕсене удостоверенисем панă

Декабрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕнче районти дружинниксен активĕн пухăвне ирттернĕ.Кулленхи ĕçе йĕркелесе пыма виçĕ çынран тăракан ертсе пыракан орган – штаб йĕркеленĕ. Малашне вĕсен яланхи ĕç вырăнĕ район администрацийĕн çуртĕнчи 29-мĕш кабинетра пулĕ. «Халăх дружини» обществăлла пĕрлешĕвĕн штаб начальникĕ пулма Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта ĕçлекен Леонид Николаевич Нянин вĕрентекене суйланă. Халăх дружинине тата 10 çынна илнĕ, вĕсене дружинник пулнине çирĕплетекен удостоверенисем панă. «Халăх дружинникĕсем районти полицие обществăлла йĕркене сыхлас, профилактика ĕçĕсем туса ирттерес, ĕçре пулăшса пырас, полици сотрудникĕсемпе, участоксенчи уполномоченнăйсемпе, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанса тăратпăр», - тенĕ дружинниксен ретне тăнисене хĕрлĕ хуплашкаллă удо- стоверенисем панă ятпа саламласа район пуçлăхĕн заместителĕ В.Петьков. Районти полици уйрăмĕн заместителĕ В.Димитриев майор та дружинниксене районшăн пархатарлă ĕç тума хатĕр пулса хастарлăх кăтартнăшăн тав тунă, çак ĕçе туса пыма ăнăçусем тата çирĕп сывлăх суннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 декабря 2015
08:31
Поделиться