Музейра тĕлĕнмелли сахал мар
Акă, иртнĕ кун вара вĕсем музейри тĕлĕнмелле экспонатсемпе килсе паллашма та ĕлкĕрчĕç. Мĕн кăна çук-ши кунта курса тĕлĕнмелли те пĕлмелли! Музей пỹлĕмĕсенчи экспозицисемпе паллашнă вăхăтра ачасем хăйсене юмахри пекех туйрĕç. Музей ертỹçи Герман Ларшников вĕсене сĕм аваллăх тапхăрĕнче пирĕн тăрăхра çутçанталăк мĕнлерех пулни, çав вăхăтра пурăннă мамонтсемпе çăмлă носорогсем, бизонсемпе упасем çинчен, 80 пин çул каялла пурăннă пирвайхи этемсем çинчен каласа панине ачасем хавхаланса итлерĕç, çав вăхăтри япаласене хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Интереслĕ экскурси вăхăтĕнче шкул ачисем çавăн пекех XIV – мĕш ĕмĕрсенчи хĕç-пăшалпа, чăвашсен ĕлĕкхи çи-пуçĕпе паллашрĕç. Этнографи пỹлĕмĕнче тирпейлĕн вырнаçтарса тухнă мăн аслашшĕсемпе асламăшсем кил хушшинче е çĕр ĕçĕнче усă курнă ĕç хатĕрĕсене, тăмран, тимĕр-тăмăртан, йывăçран, пушăтран хуçса ăсталанă савăт-сапасене те музейра пирвайхи хут курса тĕлĕнчĕç. Ачасем уйрăмах Герман Николаевич чăвашсен авалхи туррисемпе музейра упранакан Киремет йывăççи çинчен асамлă юмах евĕр каласа панине питĕ тимлесе итлерĕç, хăйсем те çав аваллăх тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ вĕсене. Музейри Çарпа Мухтав пỹлĕмĕнче вырнаçтарнă вăрçă хатĕрĕсемпе салтак çи-пуçĕсемпе, вăрçă вăхăтĕнчи документсемпе, салтак çырăвĕсемпе паллашма та кăсăклă пулчĕ ачасене. «Киле çитсен атте-аннесене каласа парса тĕлĕнтеретĕп ĕнтĕ! Татах килсе курасчĕ-ха, тепрехинче хамăрăн тус-юлташсене те илсе килĕпĕр музей курма», - калаçрĕç пĕр-пĕринпе хăпартланса ачасем. Эпир, Чаткас шкулĕнче вĕрентекенсем тата шкул ачисем, хамăр халăхăн аваллăхĕпе, иртнĕ кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарнăшăн тата çакăн пек чаплă музей йĕркелесе тытса тăнăшăн Герман Николаевича чунтан тав тăватпăр.
Л.Нянина . Анат Чаткас шкулĕнче вĕрентекен.