Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăхпа тĕл пулнă

Кун пек йышăну пункчĕсем районта тата тăххăр. Çирĕплетнĕ графикпе килĕшỹллĕн обществăлла йышăну пỹлĕмĕнче граждансене район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, депутат ушкăнĕсен тата политканаш членĕсем, вырăнти влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем йышăннă. Район çыннисене ытларах халăха ĕçпе тивĕçтерес, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çĕр ĕçĕпе ĕçлеме хушма çĕр лаптăкĕсем уйăрса парас, тĕрлĕ сăлтава пула синкер курнă çынсене пулăшу парас, экономикăпа финанс тата ытти ыйтусем интереслентернĕ. Çав кун кашни ял тăрăхĕнчех граждансемпе тĕлпулусем иртнĕ, специалистсем вĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене тулли хуравсем пама тăрăшнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2015
08:25
Поделиться