Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Михаил Игнатьев Мускавра Правительство ларăвне хутшăннă

Вăл унта Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев регионсенчи бюджет ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă, доклад туса панă. Канашлăва çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн администрацийĕн Ертỹçин пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Володин, Раççей Федерацийĕн Правительствин çумĕ Дмитрий Козак, Раççей Федерацийĕн финанс министрĕ Антон Силуанов, регионсен ертỹçисем хутшăннă. Канашлура Дмитрий Медведев регионсен ертỹçисене парăмсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран лайăхрах татса парас, вĕсене чакарас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Унăн шухăшĕпе, çакă экономикăна та сиен ан кỹтĕр. Бюджет тăкакĕсемпе те çине тăрса ĕçлемелле - вĕсем усăсăр ан пулччăр. Дмитрий Медведев Правительство регионсене бюджет кредичĕ парасси пирки те пĕлтернĕ. Кăçал кредитсем парассине маларах палăртнă 310 миллиард тенке икĕ хут ỹстернĕ. Патшалăх пулăшăвĕ çитес çул та çакнашкал шайрах пулмалла. Премьер-министр çул-йĕр кредичĕсен парăмĕсене реструктуризацилессине йĕркелени пирки пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе регионсенчи тăкаксене 52 миллиард тенкĕ яхăн чакарнă. Вăл палăртнă тăрăх, Правительство регионсене вăхăтлăх паракан кредитсен срокне тăсма палăртать. Çакă - сахалтан та 837 миллиард тенкĕпе танлашĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 декабря 2015
08:19
Поделиться