Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕле кĕтсе илме хатĕр

Хальхи вăхăтра чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров районта 2015-2016- мĕш çулхи хĕл вăхăтĕнче ăшă пама хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă, кирлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Жамкова муниципаллă пурлăхпа тата çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курни çинчен, вырăнти бюджетăн тупăш пайне ỹстерес тĕлĕшпе ĕçлени çинчен каланă. Тырпул пухса кĕртес ĕçсем ялхуçалăх предприятийĕсенче те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те пĕтĕмпех вĕçленни çинчен ялхуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра хирсенче кĕрхи суха ĕçĕсем пыраççĕ. Канашлăва вĕçлесе Владимир Васильевич пухăннисене сỹтсе явнă кашни ыйтăвах çийĕнчех татса пама кирли çинчен аса илтернĕ.

Хамăр корр. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 октября 2015
09:31
Поделиться