Тарпа шăварăннă хирсем
- Вырсарникунхи çумăр темех мар, вырма ĕçĕсене нумай чăрмантараймарĕ, - терĕ район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин, тырпул пухса кĕртес ĕç мĕнле пыни пирки калаçу пуçарсан. Вадим Петрович тин çеç Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнчен таврăннă. Кунта вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ иккен. Хура пусă пулнă, çăвĕпех каннă уйра фермер 30 гектар кĕрхи тулă акнă. Минерал удобренийĕпе туллин усă кураççĕ.- Хура çĕртме пуссин усси питĕ пысăк, - сăмахне малалла тăсрĕ Вадим Петрович. - Акă, Олег Хлюкин пĕлтĕр 40 гектар кĕрхи тулла хура пусă çĕрĕ çинче, ыттисене урпа хыççăн акнăччĕ. Хура пусă çĕрĕ çинче акни кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăкра та гектартан 25-шер центнер ытла тухăç пачĕ. Урпа хыççăн акни вара 18 центнертан та иртеймерĕ. Кăçал хура çĕртме пуссине «Мир» ЗАО, Улмаллăри Фазулла Рахматулловпа Владимир Митрофанов фермерсем нумай хăварнă. Çак лаптăксем çинче вĕсем кĕрхи тулă акаççĕ. Кĕраки «Колос», «Исток», «Шанс» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче ăнăçлă пырать. «Колосра» 250 гектар кĕрхи тулă, «Карлинская» хуçалăхра 40 гектар ыраш акнă. Çав вăхăтрах васкаманнисем те пур-ха. Ыраша сентябрĕн 5-мĕшĕнчен, кĕрхи тулла çак уйăхăн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр акмалла. Унсăрăн çак культурăсем çĕр шăниччен лайăх тымарланса ĕлкĕреймеççĕ. «Вăхăтра акатăн - тырăллă пулатăн», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Районĕпе ĕнерхи кун тĕлне 6300 гектар ытларах лаптăк çинчи тырпула пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăçа, çулне кура, япăхах теме çук: гектартан çĕр пăт тырă илейсен ĕлĕкхи чăваш хресченĕ чи телейлĕ çын пулнă. Пур хуçалăх та кирлĕ чухлĕ вăрлăх хатĕрленĕ, ку ĕç малалла пырать. Çĕр пайĕпе усă курнăшăн халăха та тырă уйăрса пама палăртаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕсене кивçенле илнĕшĕн пуçтарăннă парăмсене те парса татасшăн...- Кăçал пирĕн хирсем çумăрпа мар, вĕри тарпа шăварăнчĕç, - терĕ Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин фермер. - Нỹрĕк курманнипех тырă лутра çитĕнчĕ, паллах, тухăç та пысăк мар. Юрать-ха, çĕрулми савăнтарать. Лаптăк пĕчĕк мар - 40 гектара яхăн. Валерий Николаевича «иккĕмĕш çăкăра» вырнаçтарас ыйту хытă шухăшлаттарать. Ульяновск пасарĕнче пĕр килограмм çĕрулмине 12 тенкĕпе сутаççĕ иккен. Шупашкар пасарĕнче вара - 20 тенкĕпе. Фермерсенчен вырăн укçи те илмеççĕ. - Çывăхри районсем пиртен маларах ĕлкĕреççĕ ĕнтĕ, - пăшăрханать фермер. - Маларах кăларма ал çитмерĕ, тырпула пухса кĕртессишĕн тăрăшрăм. Çак эрнере кĕрхи тулă та акса хăварасшăн.Çĕрулми çитĕнтерес тĕлĕшпе районта В.Симурзинсăр пуçне А.Юнкеров, Н.Угарина тата ытти хăшпĕр фермерсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Кăçал çак пахчаçимĕçе тупăшлă вырнаçтарсан, çитес çул вĕсем «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне нумай ỹстересшĕн. Çĕрулмине килти хуçалăхсенче те васкасах кăлараççĕ. Кĕрхи çанталăк вăл йăлăнтарма юратакан хĕр кăмăлĕ пекех: хĕвел те савса пăхать, çав вăхăтрах хура пĕлĕт кашти хуçăлса анса çумăр тăкас хăрушлăх та пур. «Васкăр, ачамсем, васкăр, кĕркунне йĕре-йĕре ĕçлекен хĕлле юрла-юрла çиет», - хавхалантаратчĕ пире ача чухне çĕрулми суйланă вăхăтра анне. Шел те, паян ана çинче вĕтĕ-шакăр питех курăнмасть. Вĕсем компьютер умĕнче лараççĕ пулас. Çĕрулми кăларасси - ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕн-асламăшĕн ĕçĕ тесе шутлаççĕ. Вĕсем ватăлса ĕçлейми пулсан кам тăрăшĕ пахчара? «Ачана сăпкаран ансанах ĕçлеме вĕрентмелле», - теменччĕ-и-ха пирĕн аслă Иван Яковлевич Яковлевăмăр?
И.САЛАНДАЕВ.