Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачалăх уявĕ - илемлĕ

АЧАСЕНЕ хỹтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун - хăйне майлă асра юлмалли уяв. Уяв çеç мар _ пепкесен прависем пирки аса илни те. Çак куна шăмăршăсем те анлăн паллă турĕç _ районти Культура керменĕ умĕнчи лапам ачасен хаваслă сассисемпе, юррисемпе тулчĕ. Уява килнисене район администрациĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков саламларĕ. - Ачасем - пурнăç илемĕ, пирĕн пуласлăх. Курăр-ха: кашнинех чĕрĕ чечек теме пулать вĕт. Чăннипех чун савăнать. Телейлĕ пултăрччĕ вĕсен шăпи, пурнăçĕ, - терĕ вăл. Вăйă-кулă, юрă-ташă, конкурссем те уява манăçми ырă самантсем кỹчĕç. Ачасемшĕн çак кун тĕрлĕ атракционсем те ĕçлерĕç. Ачасен уявĕ районти кашни ял тăрăхĕнчех пысăк савăнăçпа иртнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июня 2015
11:25
Поделиться