Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Феодор епископ - Шăмăршăра

Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор пирĕн районти чиркỹсене час-часах килсе çỹрет. Акă Мăн кун эрнинче, апрелĕн 17-мĕшĕнче, вăл Шăмăршăри «Христос çурални» чиркỹре пулчĕ. Çак чиркỹ настоятелĕпе, Шăмăршă районĕн благочиннăйĕпе Николай аттепе, Патăрьелпе Йĕпреç округĕсен благочиннăйĕсемпе - Сергийпе Пантелеймон протоирейсемпе, ытти священниксемпе пĕрле владыка литурги службине ирттерчĕ, Турра ĕненекенсене пил пачĕ. Феодор епископ ертсе пынипе, служба хыççăн священниксем тата службăна килнĕ прихут çыннисем чиркỹ йĕри-тавра Хĕреслĕ çул туса çаврăнчĕç. Чиркỹри кĕлĕре пулса, Турă сăмахĕсене ăша хывса Шăмăршăри тата ытти ялсенчи çынсем чун-чĕрене çĕнĕ вăй- хăватпа çирĕплетрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2015
11:12
Поделиться