Вĕсем - чăн-чăн паттăрсем
РОБЕРТ РОЖДЕСТВЕНСКИН "Паттăрсене ĕмĕр мухтав" поэма- реквиемĕнчи йĕркесем аса килеççĕ: "... Именем жизни клянемся павшим героям: то, что отцы не допели, - мы допоем! То,что отцы не построили, - мы построим!" Çитес çул Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе, унăн юлашки залпĕсем янăранпа 70 çул çитет. Çулсем иртнĕçемĕн ветерансен речĕ те сахалланать... 1941 çулта пирĕн районтан пилĕк пин ытла салтак вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен 2330-шне вара каялла таврăнма шăпа пỹрмен. Вăл тапхăрта районта 11 ял Совечĕ пулнă, вĕсем 36 ял-поселокпа 20 колхоза пĕрлештерсе тăнă. Виçпỹрт Шăмăршăран та вăрçа 259 çын тухса кайнă, 92 паттăр киле çаврăнса çитеймен. Кăçал ял çыннисем юлашки паттăра, çĕнтерỹçĕ салтака юлашки çула ăсатрĕç. Кăкăр тулли тĕрлĕ наградăччĕ хисеплĕ ветеранăн - Василий Хамитович Кузьминăн ... Ялти фронтовиксемпе 1993 çулта тĕл пулни те манăçмасть. Асăнмалăх тесе вĕсене сăн та ỹкернĕччĕ. Чăннипех çапла пулчĕ - халĕ вĕсенчен пĕри те чĕрĕ мар. Вулаканăмсем, çак сăн ỹкерчĕк - сирĕн умăрта. Унта хыçалти ретре - Василий Хамитович Кузьмин, Иван Александрович Фролов, Николай Васильевич Васильев, малти ретре Эмир Хамитович Кузьмин, Владимир Александрович Юманов тата Ильяс Илендеевич Ухтияров. Районти влаç органĕсем пуçарнипе иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче ветерансем пурăнакан çуртсем çине ятарлă хăмасем вырнаçтарнăччĕ. Ман шутпа ку ĕçе кашни ялтах малалла тăсмалла. Çамрăксене патриотла воспитани парасси паян та çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин та палăртать. Сăмахран, Кивĕ Чукалта вăрçă ветеранĕ Павел Тимофеевич Крикин подполковник çуралса ỹснĕ çурт çине асăну хăми вырнаçтарни те ырă пулăм. Эпир, ветерансен ачисем, вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанма, пире çуратса ỹстерсе воспитани панăшăн тав тума тивĕç. Атте те - Ильяс Илендеевич воин-панфиловец - пурăннă пулсан, октябрĕн 16-мĕшĕнче 100 çул тултармаллаччĕ. Вăл пирĕншĕн яланах чĕрĕ, асра, паян та юнашарах пек... - Пулас ăрушăн хумханатăп, телейлĕ пурнăç халаллатăп, пирĕн тапхăрти çынсене ан манăр, - тетчĕ вăл. Сăмаха каллех Р.Рождественский сăмахĕсемпе вĕçлес килет:
"Через века, через года, - помните!
О тех, кто уже не придет никогда, - помните!".
А. УХТИЯРОВ. Виçпỹрт Шăмăршă-Шупашкар.