Выльăх-чĕрлĕх - килшĕн тупăш
Килти хушма хуçалăха аталантарса тупăш илесси - ял çыннисен тĕллевĕ. Выльăх- чĕрлĕх усранин усси вара уйрăмах пысăк: сĕт-çăвĕ те пур, аш-какайĕ. Паллах, ытлашшине сутма май пур - çемье бюджетĕнче кашни тенкĕ вырăнлă. Кахăрлă Шăхалĕнче пурăнакан Валентинăпа Валерий Борисовсем те ỹркенмен, тăрăшуллă çынсем. Ĕçчен çемье хальхи вăхăтра хуçалăхра виçĕ ĕне, пилĕк çамрăк вăкăр, тăватă сысна тытать, кайăк-кĕшĕк те йышлă. - Укçа тĕп çăл-куçĕ - сĕт сутни, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ Валентина Ивановна. - Паянхи куна хамăр кăна тăватă тонна сĕт сутма пултартăмăр. Йышлă выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма Борисовсем апат та çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăварнă. Ялта йышлă выльăх-чĕрлĕх усракансем татах та пур. Çамрăк çемьесем те картиш пушă ан пултăр тесе тăрăшаççĕ, ыттисене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе савăнтараççĕ.
А.КУЗЬМИН, Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.