Кашнийĕшĕн - уйрăм площадка
Çак кунсенче Правительство Çуртĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе, Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленсе тата йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе республикăри оргкомитетăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Форум тапхăрне обществăлла йĕркелĕхпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирки Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов каласа панă. Çак ĕç Раççей Шалти ĕçсен министерствин сĕнĕвĕсемпе тата хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн пырать. Чăваш Республикин спорт министерствин ертỹçи Сергей Мельников оргкомитет членĕсене Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн (ГТО) программи тăрăх нормативсем тултарма йĕркелекен Пĕрлĕхлĕ кун планĕпе паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, Форум уçăлнă кун тĕп хулари "Спартак" стадионра пысăк спорт уявĕ иртет. Унта Шупашкарта пурăнакансем тата республика хăнисем ГТО комплексĕн 12 нормативĕ тăрăх тест витĕр тухма пултараççĕ (11 ỹсĕм тапхăрне пайласа). Тест кăтартăвĕсем тăрăх вĕсене пурне те, тĕрĕслев результачĕсене палăртса, учет карточкисем параççĕ. Хальхи вăхăтра ГТО комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли Пĕрлĕхлĕ кун Концепцине хатĕрленĕ ĕнтĕ. Унпа килĕшỹллĕн нормативсем йышăнмалли программа тунă, контингента тата участниксене палăртнă. Кашни норматив валли уйрăм площадка пулать. Çак мероприятие 1000 ытла çын хутшăнасса кĕтеççĕ. Тĕрĕслев ирттерме 300ре яхăн судьяпа волонтер килет. Форум ирттернĕ кунсенче площадкăсене Хĕрлĕ лапамра тата "Энергия" стадионта та йĕркелеме палăртаççĕ. Судьясен ĕç-хĕлне çăмăллатас тĕллевпе ятарлă тест платформисемпе те усă курма пуçлаççĕ. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче экспериментла кун йĕркипе хулари предприятисемпе организацисен командисем хушшинче - унта 100ре яхăн коллектив хутшăнать - ГТО нормисене памалли мероприяти йĕркелеççĕ. Çакна та палăртмалла: Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне (ГТО) пирĕн çĕр-шывра пурнăçа кĕртес ыйту форум ĕç-хĕлĕнче малти вырăнта тăрать.
Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви.