Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Пирĕн ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн"

 РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔНЧИ вĕрентỹ учрежденийĕсенчи патшалăхăн наркотиксене хирĕçле политикин Стратегийĕпе килĕшỹллĕн, районти шкулсенче сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 30-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри "Пирĕн ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн" акци ирттереççĕ. Акци тĕллевĕ - çул çитменнисем хушшинче наркомание хирĕçле профилактика ĕçне туса пырасси тата сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăласси. Çак акци вăхăтĕнче шкулсенче ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе наркотиксен хăрушлăхĕ çинчен калаçусем, информаци сехечĕсем ирттермелле, спорт мероприятийĕсем ытларах йĕркелемелле. Класс сехечĕсене сывлăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе право йĕркине сыхлакан органсен сотрудникĕсене чĕнмелле, калаçăва "ыйту-хурав" меслечĕпе йĕркеленин усси те пысăк. Районти кашни библиотекăрах сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан кĕнекесен выставкисене тата информаци стенчĕсем йĕркелеме палăртнă. Енчен те сирĕн вăрттăн хыпар е хăвăра пăшăрхантаракан ыйтусем пур пулсан аяккине пăрăнса ан юлăр. Çак анонимлă телефон номерĕпе шăнкăравлама пултаратăр: 2-36-22, 2-33-72 е 2-32-42. Çакна яланах асра тытасчĕ: пирĕн ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕ кашни çынранах нумай килет. Аслисен çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2014
09:54
Поделиться