Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Туслăх вăй илет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕнчи Кăркăс Республикин Посолĕнчен Болот Джунусовран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне чăнласах та ăшшăн ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав тунă вăл. "Сирĕн аппаратра ĕçлекенсем пирĕнпе профессионалла калаçни, визит тапхăрĕнче ĕçсене тивĕçлĕ йĕркелеме пулăшни пирĕншĕн кăмăллă пулчĕ. Пирĕн хушăмăрти çирĕп туслăха эпир пысăк хак паратпăр. Малашне те туслăха анлăрах сарса пырассишĕн çыхăнусене çирĕплетĕпĕр. Эсир, пирĕн Кăркăс Республикине килсе, шанăçа тỹрре кăларасса шанатпăр. Пирĕн халăхсен ырлăхĕшĕн малашне те тачă çыхăнса ĕçлесе, калаçса татăлнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси пирки шанатпăр", - тенĕ çырура.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2014
13:31
Поделиться