Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш Енĕн ырă ячĕ - чи хакли

2014 Çулхи октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум иртĕ. Çавна май Чăваш Енри спорт аталанăвĕн хăш-пĕр страницисене уçас терĕмĕр. Тĕнчери тата Раççейри спорт юхăмне Чăваш Республики хăйĕн тỹпине хывать. 1952 çултанпа Олимп вăййисене пирĕн 40 ентеш хутшăннă, вĕсем 5 ылтăн,1 кĕмĕл, 6 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Чи паллă спортсменсене асăнмасăр иртме çук. Çỹллĕ тỹпеме хăпарнисен шутĕнче - Ардалион Игнатьев çăмăл атлет, Валерий Ярды, Ирина Калентьева велосипедистсем, Владимир Воронков йĕлтĕрçĕ, Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев хăвăрт утакансем, марафон дистанцийĕсене парăнтарнă Валентина Егорова, Татьяна Петрова-Архипова тата ыттисем. Паян Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарассипе тĕслĕх кăтартакан регионсен шутне кĕчĕ. 2013 çулхи кăтартусемпе чи чаплă наградăна - РФ Правительствин спортра пысăк ỹсĕм тунăшăн "Раççей регионĕ" номинаци премине - тивĕçрĕ. Халĕччен ку наградăна пĕр региона та паман. 2012 çулта çĕр-шыв субьекчĕсен массăллă физкультура конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Юлашки çулсенче сывă пурнăçа хăнăхтарасси, çамрăксене хул-çурăма тĕреклетекен, чун хавалне çирĕплетекен секцисене явăçтарасси вăйланни чи малтанах спорт сооруженийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетнипе çыхăннă. 2004-2012 çулсенче республикăра 50 çĕнĕ обьект хута янă. Шупашкарти Пăр керменĕ чăннипех мăнаçланмалăх пулĕ. Ун çинчен тахçанах ĕмĕтленнĕ. Шухăшлани кĕçех пурнăçа кĕрĕ. 7,5 пин çын шăнăçать унта. Ку чухнехи технологисемпе тунă икĕ каток. Пĕринче тренировкăсем иртмелле, тепринче - ăмăртусем. Пур хулапа районта та спорт комплексĕсем ĕçлени - паянхи вăхăт палли. Сăмах май, хăш-пĕр регион çак ĕçе тин пуçăннă. Чăвашри ытти обьектсенче те хĕрỹ ĕç вĕрет. Сăмахран, велоспортмаунтинбайк, йĕлтĕрçĕсемпе биатлонистсен центрĕсене строительсем вăхăтра хута яма сăмах пачĕç. Эпир спорт çурчĕсене питĕ хăвăрт хăпартнине кура кỹршĕ республикăсемпе облаçсенчен паха опытпа паллашма килеççĕ. Хăвăр килсе туса памăр-ши текенни те пур. Паян Чăвашри халăхăн 35,9 проценчĕ, е кашни виççĕмĕш çын, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни паллă. Хăйне аван туяканни пурнăçа ăнăçтарать, тĕрлĕ йывăрлăх умĕнче пуçа усмасть. Раççей Федераци- йĕнче "Физкультурăпа спорта аталантармалли тĕп çул-йĕрсен стратегине" йышăннăччĕ. Унпа килĕшỹллĕн 2020 çул тĕлне спортпа туслисен йышне 40 процента (вĕренỹ заведенийĕсенче - 80 процента) çитермелле. Чăваш Ен çав программăна пурнăçланăпа пĕрех. Çапах лăпланса лармалли е пуçа каçăртмалли сăлтав мар ку. Физкультурниксен йышне çуллен ỹстермелли майсем çителĕклĕ. Стадионта е пĕр-пĕр секцире киленĕç тупнисем каярахпа юлташĕсене çавăтса пырĕç. Çын сиенлĕ йăласенчен хăтăлни, хăйне çĕнтерме пултарни - наци управĕпе малашлăхĕн никĕсĕ. Пирĕн пурĕ 53 спорт шкулĕ, Олимп резервĕсен икĕ училищи. Кунсăр пуçне Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командисене хатĕрлекен центр пур. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - ачасене сывă ỹстересси, физкультура пĕлтерĕшне хăйсен паха тĕслĕхĕпе кăтартса парасси. 2013 çулта чăваш спортсменĕсем тĕнче шайĕнчи пур ăмăртусенче те вăй виçрĕç. Çиччĕшĕ - Хусанти Универсиадăра. Пуш алăпа таврăнмарĕç: 2 ылтăн, 4 кĕмĕл, 3 пăхăр медаль. Мускаври çăмăл атлетикăн Пĕтĕм тĕнче чемпионатне пирĕн ултă спортсмен хутшăннă. Спорт инфраструктурине тивĕçлĕ шая çитернишĕн мухтанмалла пирĕн. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусем Шупашкарта иртнишĕн хĕпĕртемелле. 2013 çулта тĕнчери чи вăйлă парашютистсене хапăл туса йышăнтăмăр. Умра - çĕнĕ стартсем. 2015 çулта Европăри çăмăл атлетсене кĕтетпĕр. 2016 тата 2018 çулсенче республика тĕп хулинче хăвăрт утакансен Тĕнче кубокĕ иртет. Çак кунсенче Китайран ырă хыпар пĕлтерчĕç. Сумо енĕпе Тĕнче чемпионатне хутшăннă пирĕн маттур хĕр Анастасия Тарасова кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Эппин, çине тăрса ĕçлесен, çĕнтерỹсем патне çул хыватпăр. "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" сумлă форум унччен Хусанта (2009 çул), Мускавра (2010), Саранскра (2011), Якутире (2012) иртнĕ. Эпир - пиллĕкмĕш. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк форума ирттерессипе çыхăннă пĕтĕм ĕçе вăхăтра, яваплăха туйса пурнăçламаллине палăртрĕ.

Г.СЛАВИН.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2014
13:36
Поделиться