Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Соколпа" "Беркут"

1962 ÇУЛХИ августăн 11-мĕшĕнче Байконур çĕр-шыври виççĕмĕш космонавта тĕнче уçлăхне ăсатнă. 11 сехет те 30 минутра "Восток-3" космос карапĕ Çĕр орбитине вĕçсе хăпарнă. Ăна тытса пыраканĕ чăваш каччи Андриян Николаев пулнă. Орбитăна тухнă хыççăн вăл вĕçев программине пурнăçлама тытăннă. Программа вара тĕпчев тĕлĕшпе çав тери кăткăс шутланнă. Андриян Григорьевич хамăр планета тавра çаврăм хыççăн çаврăм тунă май Павел Попович (вăл Киев облаçĕнчи Узин поселокĕн че çуралса ỹснĕ) тĕнче уçлăхне хăçан вĕçсе хăпарасса кĕтнĕ. "Восток-4" карап тепĕр талăкран, 1962 çулхи августăн 12-мĕшĕнче, 11 сехет те 02 минут та 33 çеккунтра старта тухнă. Вунă минутран "Соколпа" "Беркут" (Николаевпа Поповичăн чĕнỹ сигналĕсем) вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра тĕл пулнă. Çак пĕрлештернĕ вĕçевре Андриян Николаевпа Павел Попович космонавтсен наукăпа техника тата медицинăпа биологи тĕлĕшпе тĕрлĕ тĕпчев ирттерме тивнĕ, уйрăмах тĕнче уçлăхĕ çын сывлăхне, психологине мĕнле витĕм кỹнине тĕрĕслемелле пулнă. Ĕçе ăнăçлă пурнăçлани вара тĕпчевçĕсемпе конструкторсене,космонавтсене малашнехи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнă. Ку вĕçевре Николаевпа Попович историре пĕрремĕш хут пиçиххисемпе çыхăнман, пукансенчен уйрăлса "вĕçсе çỹренĕ": Андриян Григорьевич - 3,5 сехет, Павел Романович - 3 сехете яхăн. Йывăрăш çук çĕрте ĕçлеме те, пурăнма та май пуррине пĕтĕмлетнĕ пирĕн ентеш. Космос карапĕсен ушкăн вĕçевĕ пĕр-пĕрин çывăхĕнче иртнĕ. Çĕр çинчен вĕсемпе Юрий Гагарин та çыхăннă. 1962 çулхи августăн 15-мĕшĕнче 9 сехет те 52 минутра "Восток-3" карап Казахстанри Караганда хули çывăхне анса ларнă. "Восток-4" вара - 9 сехет те 59 минутра.

Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 сентября 2014
16:08
Поделиться