Михаил Ухваркин: "Тăван хире тухсан, чун юрлать…"
Унăн кашни сăмахĕ - виçеллĕ те ăслă. Калаçса ларнă чух вăхăт иртни те сисĕнмест. Мĕн кăна пĕлмест-ши вăл? "Восход" колхоза кĕнĕ икĕ ялпа виçĕ паççулккăри çынсенне çеç мар, районти вун-вун çыннăн ячĕпе ашшĕ ятне лайăх ас тăвать. Математик темĕн: хăш çул гектартан миçе центнер тырă пухса кĕртнине, патшалăха миçе центнер сутнине, фермăра миçе пуç ĕне, сысна тата сурăх усранине, хăш çул çĕнĕ трактор, автомашина е комбайн туяннине паян пулнă ĕç пек тĕплĕн каласа кăтартать. Çамрăк мар вĕт-ха вăл: Михаил Николаевич Ухваркин 80 çул тултарчĕ! Профессийĕпе учителе, темиçе çул шкулта ачасене вĕрентнĕ, директорăн йывăр лавне те тỹрĕ кăмăлпа туртса пынă çынна ял-йыш колхоз председательне суйласан ун пурнăçĕнче татăклă улшăну пулса иртнĕ. Унччен ирпе çичĕ сехетре шкулалла утнă пулсан, халĕ тăваттăра-пиллĕкре те тăма тивнĕ, хăш-чух çур çĕр иртиччен те килне таврăнайман пуль. Хуçа... Çапла хисеплесе калатчĕç М.Н.Ухваркин пирки колхозра. "Хуçа хушрĕ, хуçа сĕнỹ пачĕ, хуçа ятларĕ..." Ĕçшĕн тĕрĕс вăрçни манăçа юлать, ыррине асра тытакансем - пĕтĕм ялĕпех. Михаил Николаевич чĕрĕк ĕмĕре яхăн колхоза пултаруллă ертсе пынине, çĕнĕ стройкăсем тунине, çĕре çемçетме хире çĕр-çĕр тонна тислĕк кăларнине, ишĕлекен çырма-çатрана çатан пĕвесем туса çирĕплетнине, фермăсенче ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пысăк тупăш илнине, тыр-пулпа тымар çимĕçсен тухăçĕпе республикăра малта пыракан хуçалăхсемпе танлашнине аслăрах ăру çыннисем манман. "Тăван хире тухсан, çамрăк чухнехи пек вăй кĕнине туятăп, - тет М.Н.Ухваркин. - Тăри мар, чун юрлать тейĕн. Хирти юпасен йĕри-таврашне кĕреçепе чавса тырă акнине, çул хĕррисене сухаласа, акăнакан хире техника таптасран упранине, дояркăсем çуллахи лагере юрласа утнине, механизаторсемпе пĕрле ларса, калаçса-шỹтлесе апат çинине ăçтан манайăн-ха?" Çапла, ăçтан манăн-ха çав канăçсăр та илемлĕ çулсене? "Шухă пулнă, шухăшсăр çỹренĕ" тенĕччĕ Митта Ваçлейĕ. Шухăшĕ нумай пулнă пулĕ-ха, анчах ырă ĕмĕтпе пурăннă, ырă ĕç тăвассишĕн çуннă. Тавах, Михаил Николаевич, ял-йышшăн, тăван районшăн тунă ырă ĕçĕрсемшĕн! Нумай пурăнăр, телей курăр!
И.САЛАНДАЕВ.