Юрлать, ташлать агитбригада
Пуянкассинчи культура ĕçченĕсем совет саманинчи ырă йăлана - хирте тăрăшакансене юрă-ташăпа савăнтарассине - çĕнĕрен чĕртсе тăратма шутланă. Агитбригада йĕркеленĕ те, пысăках мар концерт программи ха- тĕрленĕ. "Аххаяс" агитбригада - вырма пуçланнăранпах "Колос" Агрофирма" ООО ĕçченĕсен кĕтнĕ хăни. Концерт умĕн Н.Федотова библиотекарь çĕнĕ кĕнекесемпе тата хаçат-журналта пичетленнĕ интереслĕ статьясемпе, В.Борисова бухгалтер хуçалăхри уй-хир ĕçĕсен сводкипе паллаштараççĕ. Агитбригадăн юрри-ташшине, шỹтлĕ такмакĕсене механизаторсемпе йĕтем çинче ĕçлекенсем ăшă кăмăлпа йышăнаççĕ.
Ф.МАЛОВ.
"Шăмăршă хыпарĕ"