Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Геннадий Айхине халалланă А сасă кунне хутшăнма чĕнеççĕ

АЙХИ фончĕ тата Шупашкарти "ГолосА" поэзи фестивалĕн кураторĕсем А сасă кунĕн акцине хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл августăн 21-мĕшĕнче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче иртĕ. Ăна Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнине халаллĕç. Çак кун 17 сехетре Айхин чи кĕске сăввине - "Спокойствие гласного" (кунта А сасă çеç пур) вулĕç. Акцие темиçе мелпе хутшăнма май пур. Чи ансатти - А сасса калани. Ăна юлташсемпе, кỹршĕсемпе те калама май пур. Виççĕмĕш мел: А сасса каланине видео ỹкермелле те халăх тетелĕнчи официаллă ушкăна кăларса хумалла е a.sound.day@qmail.com электронлă адреспа ямалла. Йĕркелỹçĕсем палăртнă тăрăх, ку акци тĕнчери çынсене пĕр тĕвве пухма май парĕ. Августăн 21-мĕшне пĕтĕм тĕнчери А сасă кунĕ тума та палăртнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2014
14:27
Поделиться