Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чун туртнипе, чĕре хушнипе

Пысăк награда та, хисеплĕ ят та çук унăн. Хĕрĕх çул ытла халăх хуçалăхĕнче ĕçленĕ пулин те, пенсие тухсан "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçеймест. Мĕнех, Василий Шукшин калашле: "Ордена-медали нам с тобой не дали..." Виталий Корнилович Воробьев Анат Чаткас ялĕнче йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Мĕн ачаран хресчен ĕçĕ çумне çыпçăннă. Ашшĕ - Корнил Васильевич - районти паллă механизатор пулнă. Ывăлĕсене те техникăна юратма вĕрентнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Виталий шкулта вĕреннĕ чухнех вырма вăхăтĕн- че тетĕшĕпе пĕрле комбайнпа ĕçленĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче "Восход" колхоз председателĕ савăнăçлă линейкăра парне панине Виталий Корнилович паян та аса илет. Палтиелĕнчи вăтам шкул хыççăн Çурçĕр Флотĕнче службăра тăнă. Çартан таврăнсан пĕр хушă Шупашкарти агрегат заводĕнче вăй хунă. Анчах та чунĕ тăван яла - вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир ытамнех туртнă. Вара В.Воробьев "Восход" колхоза таврăнса комбайнпа ĕçлеме пуçлать. Çамрăк çыннăн вĕренсе специальноç илмеллех. Ялта строительсем питĕ кирлине ăнланса, В.Воробьев Сĕнтĕрвăрри хулинчи мастерсен шкулне кайса кĕрет. Алла документ илсен Шăмăршăри строительство организацийĕнче мастерта ĕçлеме пуçлать. - "Восход" колхозра 400 вырăнлă ĕне выльăх комплексĕ тата ача сачĕпе шкул çурчĕсене туса лартрăмăр, - каласа парать паян Виталий Корнилович. - Яла каймассерен хам алăпа тунă çуртсене куратăп та, чун савăнать. Ĕçленĕ хушăрах Виталий Корнилович Чул хула облаçĕнчи Перевозри строительство техникумĕнчен вĕренсе тухать. Тăрăшуллă çамрăка районта та асăрхаççĕ: 1983 çулта ăна Шăмăршăри коммуналлă хуçалăх предприятийĕн начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ун чухнехи коммуналлă хуçалăх организацийĕн ĕçне-хĕлне паянхи çамрăксем пĕлмеççĕ те пулĕ. Çакна çеç калам: коллективра 80 çын вăй хунă, строительство ĕçĕсене те хăйсемех тунă. К.Маркс, Заводская урамĕсене те коммуналлă хуçалăх вăйĕпе çул сартарнă. Çуртсене юсанă, Шăмăршăри мунчапа хăна çуртне те тытса тăнă. Çак пысăк коллективăн пĕртен-пĕр хуçи В.Воробьев пулнă. Вунă çула яхăн йывăр та канăçсăр ĕçре вăй хунă хыççăн, Виталий Корниловича 1992 çулта районти киносеть директорĕ пулма уйăрса лартнă. Кунта та тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ вăл, халăхăн культура ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшнă. 1998 çултан пуçласа 2004 çулччен В.Воробьев Шăмăршăри общепит директорĕнче вăй хунă. Пĕрле ĕçленĕ çынсем ăна ырăпа кăна аса илеççĕ. Коммуналлă хуçалăх системинче лару-тăру йывăррине курса тата çак пысăк яваплă участока пултаруллă ертỹçĕ çеç çĕклеме пултарассине шанса, район пуçлăхĕ каллех В.Воробьева чĕнсе илет. Çак системăра реорганизаци пулнă хыççăн темиçе пуçлăх ĕçлеме пуçласан, Виталий Корниловича шывпа канализацишĕн явапли пулма шанаççĕ. Ман алăра - Шупашкарта тухса тăракан "Моя Империя" журнал. Унта "МУП "Коммунальник": дело в надежных руках" статья пичетленнĕ, В.К.Воробьевăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. "Хуть те мĕн каласан та, коммуналлă хуçалăх районта чи яваплă участоксенчен пĕри, - çырать статья авторĕ Евгения Кириллова журналист. - Кунта çирĕп характерлă, вăй-хал тĕлĕшĕнчен паттăр çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри - Виталий Корнилович Воробьев. Вăл - чăн-чăн хуçалăх çынни, çав тери сăпайлă, ырă кăмăллă, коллектив хисеплекен ертỹçĕ". Çак кунсенче В.К.Воробьев çуралнăранпа 60 çул çитет. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр ăна. Ĕçỹсем ăнса пыччĕр, çынсем сана яланах хисеплеччĕр.

И.АНАТКАС.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2014
14:15
Поделиться