Пĕр-пĕрне хисеплесе
Пирĕн район - нумай нациллĕ. Чăвашсемпе юнашар тутарсем, вырăссем, ирçесем килĕштерсе пурăнаççĕ. Азербайджанецсем те, украинецсем те, эрменсем те, кăркăссем те, узбексем те пур. Вĕсем пурте Раççей Конституцийĕпе килĕшỹллĕн пĕр тан праваллă. Пĕр-пĕрне хисеплени, ырă сунни пирĕн пурнăçа илемлетет, кăмăл-туйăма çĕклет. Пирĕн садиксене те тĕрлĕ наци ачисем çỹреççĕ, шкулта та пĕрле вĕренетпĕр. Çакă туслăха тата та çирĕплетме пулăшать. Яланах хĕвел пултăр! Яланах мир пултăр!
Т.Борисова. Шăмăршă ялĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"