Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашнин - хăйĕн шухăшĕ

Федерацин 136 ФЗ №-лĕ саккунне тата Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне сỹтсе явнă май, пирĕн корреспондент çынсен шухăшĕпе интересленнĕ.

Владимир ДЕНИСОВ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: - Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене йĕркелемелли мелсене регионсене хăйсене суйламашкăн ирĕк пани - ырă пулăм. 2015 çултан пуçласа ял тăрăхĕсен вырăнти пĕлтерĕшлĕ 13 ыйтăва татса пама тивĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн 39 полномочи, вĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтермеççĕ, çавăнпа та пурне те пурнăçа кĕртме май килмест. Чуна ыраттараканни тата та пур. Тĕрĕслекен органсем ял тăрăхĕсене килеççĕ те Устава пăхаççĕ, пĕр-пĕр ĕçшĕн эпир айăплă-и е çук-и, ăна пурнăçлама май пур-и е çук-и - ăна-кăна пăхса тăмаççĕ, çав-çав саккунпа килĕшỹллĕн тесе штраф тỹлеттереççĕ. Çĕнĕ саккуна ырă шанăçпа кĕтетпĕр.

Вера ЧУРБАНОВА, пенсионер, нумай çул хушши Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕскер: - Районта хальхи пек иккĕ мар, пĕр пуçлăх çеç пулĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн ертỹçи вара депутатсемпе çеç ĕçлĕ. Çак йышăнăва эпĕ пĕтĕмпех ырлатăп. Проектăн 48-мĕш статйинче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен çак тăрăхра пурăнакансене вырăнти бюджет проекчĕпе, ăна пурнăçламалли майсемпе паллаштармалли çинчен каланине те питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Халăх бюджетри укçа-тенкĕ ăçта тăкакланнине лайăх пĕлсе тăтăр.Юлашки вăхăтра çынсем ял тăрăхĕн депутачĕ пуласшăнах мар. Малашне, ял тăрăхĕн пуçлăхне депутатсен йышĕнчен суйлама ирĕк парсан, "халăх тарçи" пулас текенсем те нумайланĕç. Халăх чи тивĕçлисене суйласа илĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2014
15:29
Поделиться