Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăрушлăхĕ питĕ пысăк

Паянхи пурнăçа тĕксĕмлетекен чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - наркомани - уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Лару-тăру кăткăсланни пирĕн республикăна 2009 çул вĕçĕнче туртмалли хутăшсем илсе килме тытăннипе çыхăннă. Ун чухне вĕсене наркотиксен шутне кĕртмен, ирĕклĕн сутнă. Тата сутуçисем те Интернет урлă туртмалли хутăшсем сиенсĕр, хăнăху туртăмне йĕркелеменни пирки хыпар сарнă. Çамрăксем, паллах, ĕненнĕ, çĕнĕ япалана хăвăртрах тутанса пăхма ăнтăлнă. Çавна пула чылайăшĕ хутăша темиçе хут туртнă хыççăн ăс-тăнĕ хытă улшăннипе, тытса пăрахнипе больницăна та лекнĕ. Тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн 2010 çулта туртмалли хутăша наркотиксен йышне кĕртнĕ. Шел те, вĕсем çулсерен йышлансах пыраççĕ, мĕншĕн тесен тупăш илес текенсем уголовлă явап-ран хăтăлас тĕллевпе туртмалли хутăшсен хими формулисене тăтăш улăштараççĕ. Тĕрĕссипе, туртмалли хутăшсем пурте сывлăхшăн хăрушă. Юлашки çулсенче вĕсем ялсене те çитрĕç. Усă кураканĕ питĕ сиенлĕ çак япалана хăвăрт хăнăхса çитет, малтанлăха хăй чирлине йышăнмасть, сипленме килĕшмест, çăмăллăнах пăрахма пултаратăп тесе çирĕплетет. Анчах апла мар çав - хăй тĕллĕн сивĕнеймест. Туртмалли хутăшсем шалти органсене, чи малтанах пуç мимине, япăх витĕм кỹреççĕ. Час-часах пĕрре кăна туртнипех тытса пăрахать, тăн çухалать, ăс-тăн пăтранать. Тухтăрсем çак хутăшсемпе усă куракансенчен чылайăшĕ психиатри больницин пациенчĕ пулса тăнине палăртаççĕ. Усал йăла серепине 15-16 çулсенчи çамрăксем час-часах кĕрсе ỹкеççĕ. Çул çитмен çамрăксем юраманнине пĕлме, ăс-хакăлĕ çирĕпленсе çитменнине, аслăраххисене евĕрлеме тăрăшнине, вĕсен витĕмне хăвăрт кĕрсе ỹкнине пула хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем наркотикпа айкашма пуçласса, çак инкек вĕсен çемйине те пырса тивессе нихăçан та шухăшламаннине пĕлтереççĕ. Паллах, ачасем урамра, шкулта вăхăт нумай ирттереççĕ, тантăшĕсемпе, аслăраххисемпе тăтăшах хутшăнаççĕ. Анчах тĕп пахалăхсене аталантарассишĕн çемье яваплă, ашшĕ-амăшĕнчен питĕ нумай килет. Пĕр-пĕрне ăнланни, ăшă, килĕшỹллĕ лару-тăру пулни пĕлтерĕшлĕ. Килтисен ача мĕнпе кăсăкланнипе, кунĕ мĕнле иртнипе, шухăш-кăмăлĕпе интересленсех тăмалла, вăл кампа туслă пулнине пĕлмелле, ăна тимлĕ итлемелле, кану кунĕсене пĕрле ирттерме тăрăшмалла. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.

Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2014
15:35
Поделиться