Сусăрсемшĕн тăрăшса
Сусăрсем те - çынсем, пиртен нимĕнпе те кая мар. Çавах та вĕсене пулăшни, тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшни кирлĕ. Шăпах çак ыйтусене, районта "Доступная среда" программа (ăна Раççей Федерацийĕн Правительстви йышăннă) мĕнле пурнăçланса пынине сỹтсе яврĕç те район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе, уйрăм предпринимательсемпе ирттернĕ ĕçлĕ канашлура. Сăмах тĕпрен илсен пандуссем пирки пычĕ. Вĕсем социаллă объектсенче пуринче те çук-ха. Магазинсем, хăш-пĕр учрежденисем пирки те çакнах каламалла. Çавна пулах сусăрсене вĕсене кĕрсе тухма йывăртарах - ирĕксĕрех çынсенчен пулăшу ыйтма тивет. Сусăрсемшĕн тăрăшса пандуссем тăвас тĕлĕшпе лайăх тĕслĕхсем те çук мар. Пандуссене район администрацийĕн çурчĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, шкулсен, ача сачĕсен, медицина учрежденийĕсен çурчĕсен крыльцисем çине вырнаçтарнă. Ятарлă карлăксем те пур. "Доступная среда" программăна Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта та пурнăçа кĕртме, 1600 пин тенкĕлĕх ĕç тума палăртнă. Кунта пандуссем вырнаçтарĕç, вĕренỹпе сенсор кабинечĕсем, туалет пулĕç. Çакă, паллах, шкула çỹрекен сусăрсене тăрăшарах вĕренме те пулăшĕ, хавхалантарĕ.
Н.ЕНДИЕРОВ.