Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи чипер хĕрсем - Шăмăршă тăрăхĕнче!

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни çулах Шупашкарта май уйăхĕнче "Чăваш Ен пики" ("Мисс Чувашии") конкурс ирттереççĕ. Кăçалхи конкурса та хĕрсем питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕç, фитнес залсемпе илемлĕх салонĕсене çỹрерĕç, хăйсене килĕшỹллĕ те илĕртỹллĕ тыткалама хăнăхрĕç. Уйăх тăрăшшĕпех ытти тĕрлĕ конкурссем: "Мисс Диско-2014", "Мисс Бикини-2014", "Мисс Талант-2014", "Мисс Интеллект-2014", Мисс Дружба-2014", "Мисс Спорт-2014" иртрĕç. Акă хумханса кĕтекен кун та çитрĕ. Куракансем пирĕшти пек илемлĕ, наци тумĕ е ытти килĕшỹллĕ тум тăхăннă чиперккесем çине юратса пăхрĕç. Каçхи кĕпепе тухни уйрăмах илĕртỹллĕ пулчĕ. 34 участницăран финала 10 хĕр çеç тухма пултарчĕ. Судьясем çĕнтерỹçĕсене палăртасса пурте тỹсеймесĕр кĕтеççĕ. Çĕнтерỹçĕ виçĕ хĕр йышне пирĕн районти Хайпăла ялĕнче çуралса ỹснĕ Ольга Краснова кĕнине, "Первая Вице Мисс Чувашии-2014" номинацире тата "Мисс зрительских симпатий-2014" номинацире мала тухнине пурте тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Ольга модель агенствинче иккĕмĕш çул ĕнтĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридически факультетĕнчи 2 курс студентки пĕр вăхăтрах Чăваш ял хуçалăх академийĕнче заочно вĕренет. Июлĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа августăн 5-мĕшĕччен Шупашкарта "Мисс Волга-2014" ятпа Пĕтĕм Раççейри Уçă конкурс иртет. Унта çĕр-шыври 35 хуларан чи чипер хĕрсем килĕç. Пирĕн республика чысне хамăрăн район хĕрĕ Ольга Краснова хỹтĕлени пире чунтан савăнтарать. Хайпăла ялĕн чиперккине конкурсра ăнăçу сунатпăр. 

З.ТИХОНОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июля 2014
14:03
Поделиться