Следстви яланах шыравра
Раççей Федерацийĕн следстви органĕсен сотрудникĕн кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче брифинг пулса иртнĕ, унта массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене следовательсен çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çакна каласа хăвармалла: следовательсен йывăр та кăткăс преступленисене - çынна вĕлернине, вăрланине, çынсене ирĕксĕр хăварнине тата вĕсене сутнине те тĕпчеме тивет. Ытти преступленисемпе те ĕçлемелли нумай. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕрлĕрен преступленисене пăхса тухса хĕрĕх ытла уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви преступленисем пурлăх тĕлĕшĕнчен 437 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнине уçса палăртнă, 385 пин тенкине шыраса илме май килнĕ. Ултă уйăхра граждансен 42 ыйтăвне пăхса тухнă, 56 çынна харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, пурне те тивĕçлĕ пулăшу панă. Йывăр преступленисене илес пулсан, кăçал çынна вĕлернĕ икĕ тĕслĕхе пăхса тухнă. Пĕр тĕслĕхĕ вара Шăмăршă районĕпе çыхăннă. Çын сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ тĕслĕхсем вара виççĕ пулнă, пĕри каллех Шăмăршă районĕнче. Преступленисене пурне те ỹсĕрле тунă. Патăрьел район сучĕ, акă, Çĕнĕ Чукалта пурăнакан 54 çулхи çын ĕçне пăхса тухнă, вăл РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплă тесе йышăннă. Çынна юриех вĕлернĕшĕн ăна çичĕ çуллăха çирĕп режимлă колоние ямалла тунă. Çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе тунă преступленисем те яланах çирĕп тимлĕхре. Ку ĕç тĕллевлĕ пулса пырать. Следовательсем преступленисен сăлтавĕсене тĕпчеççĕ, должноçри çынсене асăрхаттарса хăвараççĕ. Районсем хушшинчи следстви пайĕ должноçпа усă курса тунă тата коррупци преступленийĕсене те тĕпчет, чăнлăха çиеле кăларать.
Р.ШАЙХАЛОВ, Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи.