Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕр-пĕрне хисеплесе, ырă сунса

Районта тĕрлĕ наци çыннисем пурăнни, ман шутпа, питех те лайăх. Эпир пĕр-пĕрин культурине, йăли-йĕркине курса вĕренетпĕр, пĕр-пĕринпе туслашатпăр. Çак туслăх ĕлĕкренпех пире кулленхи пурнăçра пулăшса пынă, малашне те вăй парса тăрĕ. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра Палтиелĕнчи С.Алтынбаев хăй тутар чĕлхисĕр пуçне чăваш тата вырăс чĕлхисене те лайăх пĕлни çинчен çырать. Куншăн ăна мухтамалла кăна. Чăнах та, ик чĕлхе пĕлни - лайăх, виç чĕлхе пĕлни пуянлăх. Районти питĕ нумай чăваш тутарла таса калаçать, тутарсем те чăвашла аван пĕлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тутарсемпе тутарла, чăвашсемпе чăвашла калаçнине хам та пĕрре кăна мар илтнĕ. Çакă унăн авторитетне, ăна хисеплес туйăма ỹстерет кăна. С.Алтынбаев районта чăваш тата тутар поэзийĕн уявне ирттерме сĕннине те ырлатăп. Çакă халăхсен туслăхне тата та çирĕплетме пулăшĕ. Хам эпĕ - ирçе. Чăвашла та, вырăсла та таса калаçатăп, тутарла калаçма та пултаратăп. Эппин, тăватă чĕлхе пĕлетĕп теме пулать. Çакă мана ĕмĕр тăрăшшĕпех пулăшса пынă. Район çыннисене пурне те темиçе чĕлхе вĕренме чĕнсе калатăп.

Ю.ФРОЛОВ, ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Шăмăршă ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2014
08:52
Поделиться