"Ватлăхран таратпăр - сиккипе чупса!"
Кам пĕлмест-ши Шăмăршăра Юрий Михайлович Фролова? Район центрĕнче çеç-и, кашни ялтах паллаççĕ ăна. Нумай çул хушши районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче, каярахпа ял хуçалăх управленийĕн че вăй хучĕ, хастар ĕçшĕн ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят пачĕç. Юрий Михайловича сакăр вунă çула çитсе пырать тесе пĕрре те калаймăн: çамрăк çын пекех çăмăл шăм-шаклă, çутă сăн-питлĕ вăл, утса мар, чупнă пек çỹрет. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать, çывăхри вăрманта "Сывлăх трасси" хывать. Çăва тухнăранпах "Сывлăх сукмакне" такăрлатать: утать те, чупать те, спортра чун канăçне тупать Юрий Михайлович. "Ватлăхран таратăп сиккипе чупса!" - çакăн пек шỹтлет хисеплĕ ветеран. Çулĕсем чылай пулнине пăхмасăр, спортпа çав тери туслă çынсем тата та пур. Акă Шăмăршăри В.П.Шуряков кире пуканĕ йăтса Тĕнче, Европа та çĕр-шыв чемпионĕ пулса тăчĕ. Чыс та мухтав Шăмăршă районĕн ятне чапа кăларакан хастар çынна! Л.Ф.Козлова пирки те ырă сăмах калас килет. Йывăр чире çĕнтерсе (ури ыратнипе нумай çул хушши нушаланчĕ), Людмила Федоровна спорт пулăшнипе паян пурнăç илемĕпе савăнать. Кашни кунах ăна "Туслăх" спорт комплексĕнче курма пулать, бассейнра пулă пек ишет. Кивĕ Шăмăршăри Ф.П.Каргин - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ - нумаях пулмасть тăхăр вунă çул тултарчĕ. Ĕненетĕр-и е çук - Хветĕр тете хăйсен ялĕнчен Шăмăрша кунне икĕ хутчен çуран килсе каять, вăхăтран вăхăт чупса та илет. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ кашни кĕркуннех ирттерекен çăмăл атлетсен кроссне кăçал хутшăнатăпах, - тет фронтовик. Çакăн пек ырă тĕслĕхсем тата та илсе кăтартма пулать. Акă Пуянкассинчи А.В.Кувшинов, утмăл виçĕ çулта пулин те, велосипедпа чупса çамрăксене чылай кая хăварать. Ун çулĕнчи тепĕр çын - Кивĕ Чукалти П.Ф.Ильдяков - йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче вун çиччĕри-вун саккăртисенчен иртсе кайса парне çĕнсе илет. Шел те, ветерансен çулĕпе утакансем, спорта юратакансем çамрăксем хушшинче тем чухлех теме пултараймастăп. Шкулта вĕреннĕ чухне чупкалаççĕ-сиккелеççĕ-ха, кайран вара чылайăшĕ пирус туртма, эрех-сăра ĕçме пуçланипе спорт çинчен манса каять. Ахальтен мар ĕнтĕ районти ăмăртусене те яланах пĕр çынсем хутшăнаççĕ, ветерансем ватăлса ăмăртусене хутшăнайми пулсан вĕсене улăштаракансене те тупма çук. Эпĕ Н.А.Куприянов, Г.П.Елисеев, Н.А.Стефинов тата ытти хăш-пĕр спорт ветеранĕсемпе тĕл пулса калаçрăм. Вĕсем пурте çĕр-шывра ГТО нормисене пурнăçламалли çинчен калакан саккуна йышăннине ырлаççĕ. "Чемпион пулаймасан та, сывлăхлă çын пулĕç," - терĕ çамрăксене спорта юратма вĕрентмелли пирки калаçнă чух Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Н.А.Куприянов. Тен, чемпион та пулĕç? Шăмăршă тăрăхĕнчен тĕнче, Европа, республика чемпионĕсем тухасса шанни пурнăçа кĕтĕр тесен, пире мĕн çитмест? Тĕрĕс, спорта юратни!
И.САЛАНДАЕВ.