Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Халăх инвентаризацийĕ" пырать

Çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслес тата пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене тупса палăртас тĕллевпе, республикăра "халăх инвентаризацийĕ" ирттереççĕ. "Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕнче район администрацийĕн экономика пайĕн специалисчĕсем тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем Чукал, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел, Васан, Пуянкасси, Палтиел тата Анат Чаткас ял тăрăхĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ. Кашни ялта тенĕ пекех усă курман, хыт-хура ашкăрса ỹсекен çĕр лаптăкĕсене тупса палăрт нă. Инвентаризаци кăтартăвĕсене тĕпе хурса, çỹлте асăннă çĕрсене Пĕрлĕхлĕ информаци ресурсне кĕртеççĕ, малашне хуçалăх тĕллевĕпе усă курма ирĕк параççĕ. Çак кунсенче инвентаризаци комиссийĕ Шăмăршă тата Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕсенче те тĕрĕслев ирттернĕ.

И.КУЗЬМИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2014
16:25
Поделиться