Юрă-кĕвĕ шăранчĕ, ватти-вĕтти савăнчĕ
Июлĕн 12-мĕшĕнче - Питрав кунĕ - пуянкассисем ял уявĕ ирттерчĕç. Кунĕ те хĕвеллĕ те илемлĕ пулчĕ, ватти-вĕтти уявра савăнчĕ. Уява уçнă май, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин ял урамĕсене тата обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртме хутшăннă кашни çынна чĕререн тав турĕ. "Çак илеме малашне те тытса тăрасчĕ, районти конкурсра çĕнтерме тăрăшасчĕ", - терĕ Аркадий Эмирович. Уяв ячĕпе илемлетнĕ сцена çине ялти хисеплĕ çынсем - Г.Макаров, О.Кузнецов, Л.Тимофеева, Л.Кудрявцева, А.Петрова, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи ветеранĕ И.Н.Петров тата ыттисем тухрĕç. Ял халăхĕ нумай ачаллă Казеевсен çемйине те (вĕсен нумаях пулмасть пиллĕкмĕш ача çуралнă) алă çупса саламларĕ. Юрă-ташăра та, спортра та, обществăлла ĕçсенче те хастар çамрăксене те - Валерий Макарова, Вика Кошкинана, Кристина Андреевана, Настя Андреевана, Марианна Богатнована, Денис Кузнецова уявра асăнмалăх парне парса чысларĕç. Килти пахчисенче хитре чечексем ỹстерекен А.Кудрявцева, Л.Егорова, Н.Макарова тата Н.Матвеева та ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Н.В.Макарова "Чи маттур пенсионер", улттăри Данил Федотова "Чи ăста пулăçă", Антонина Макарована "Чи лайăх утарçă" ята парса хисеп турĕç. Уяв программине спорт ăмăртăвĕсем тата та пуянлатрĕç. Велочупу ирттерчĕç, волейболла вылярĕç, çуран чупса ăмăртрĕç. Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа вилнĕ Валерий Кузнецова асăнса çулленех футбол турнирĕ ирттереççĕ. Кăçалхи турнира Шăмăршăри "Тайфун", Ульяновск хулинчи "Волга", Тутарстанăн Çĕпрел районĕн тата Шупашкарти "Хамăрял" командăсем хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕ командăна - "Тайфуна" - Кубока Валерийĕн амăшĕ Машук аппа пачĕ. Юрă-кĕвĕ ир пуçласа каçченех янăрарĕ, "Аххаяс" фольклор ушкăнĕпе илемлĕ пултарулăх коллективĕ пурне те савăнăç парнелерĕç. Уявра наци апачĕсен выставки те ĕçлерĕ. Шăрттан, нимĕр, какай шỹрпи, хуплу, хуран кукли ас тивме, килте хатĕрленĕ кăпăклă сăра ĕçме пурне те йыхравларĕç. Ял халăхĕ çакăн пек илемлĕ уяв туса панăшăн ял тăрăхĕн администрацине, ветерансемпе хĕрарăмсен канашĕсене, культура ĕçченĕсене, "Россельхозбанкăн" Шăмăршăри хушма офисĕн управляющине Василий Федотова, Геннадий Макаров фермера, ытти ырă кăмăллă çынсене чĕререн тав тăвать.
Н.АНДРЕЕВ.