Шкул пур енчен те хатĕр пултăр
Район администрацийĕнче иртнĕ ĕçлĕ канашлура кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Игнатьева шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Анат Чаткас, Пуянкасси тата Чукал шкулĕсенче газ хуранĕсене улăштараççĕ. 8 котельнăйра сигнализаци хатĕрне çĕнетеççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулăн спорт залне те юсама палăртнă. Çавăн пекех Палтиелĕнчи вăтам шкулта та юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, шкулсенчи юсав ĕçĕсене критикăлла хак панă май, июлĕн 17-мĕшĕччен пур çĕрте те вĕренекенсене йышăнма хатĕр пулмаллине палăртнă. Канашлура нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес ĕç мĕнле пынине те сỹтсе явнă. В.Фадеев котельнăйсене юсассине хăвăртлатмаллине, резерв топливи хатĕрлемеллине, территорие тирпей-илем кĕртмеллине палăртнă. - Хĕле хатĕрленесси - пысăк яваплă ĕç, кунта вак-тĕвек çитменлĕх те пулмалла мар, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
С.ИВАНОВ.