Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкул ачисен юратнă вĕрентекенĕ

Елизавета Михайловна Шумилована Шăмăршăра пĕлмен çын çук та пулĕ. Шкулта чылай çул кĕçĕн класри ачасене вĕрентнисĕр пуçне, вăл ял тăрăхĕнчи тата районти мероприятисене те активлă хутшăннипе палăрса тăрать. Кашни çулах йĕлтĕрпе иртекен ăмăртусенче çĕнтерет, район чысне Шупашкарта та хỹтĕленĕ. Кăçалхи хĕлле те вăл йĕлтĕр йĕрĕ çинче темиçе хутчен те пĕрремĕш вырăн йышăнса Диплома тивĕçрĕ. Лиза Ермолаева (хĕр чухнехи хушамачĕ) шăпах 55 çул каялла Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Матак ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Саккăрмĕш класа пĕтĕмпех "пиллĕк" паллăсемпе вĕçлесен, Канашри педагогика училищинче ăс пухнă (1974-1978 çç). Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист тăватă çул хăйĕн тăван шкулĕнчех кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ. Хастарлăхне кура, ăна Матакри вăтам шкулта учительсен комсомол секретарĕ пулма суйланă. Ку обществăлла ĕçре вăл чăн-чăн пуçаруллă ертỹçĕ пулнă. Хĕрỹ чунлă вĕрентекен ертсе пынипе çамрăксем вырăнти Культура çуртĕнче тăтăшах концертсем лартнă, спектакльсенче вылянă. 1982-мĕш çултанпа Елизавета Михайловна Шăмăршă ялĕнче ĕçлесе пурăнать. Малтан садикре, 1988 çултанпа - Шăмăршăри вăтам шкулта вăрентекен тивĕçĕнче. Е.М.Шумилова вĕрентỹ ĕçне тулли яваплăхпа, тỹрĕ кăмăлпа, пысăк çĕкленỹпе пурнăçласа пыратчĕ. Пултаруллăскер, тĕп предметсемсĕр пуçне музыка тата физкультура урокĕсене те хăех илсе пынă. Янăравлă саслă пулни кăна мар, музыка инструменчĕпе (баянпа) калама пĕлни те питĕ пулăшнă ĕнтĕ ăна. Физкультура урокĕсене епле пысăк ăсталăхпа ирттеретчĕ тата! Кунта ытларах вăйă тата ăмăрту элеменчĕсем хуçаланатчĕç. Ачасемшĕн интереслĕ те сывлăхшăн усăллă пултăр тесе тăрăшатчĕ. Уйрăмах хĕллехи вăхăтра ачасене йĕлтĕрпе ăста чупма хăнăхтарассишĕн мĕн чухлĕ вăй хунă! Юратнă вĕрентекенĕ районта иртекен кашни ăмăртурах çĕнтерни вара ачасемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулнă. Ĕçчен те пысăк опытлă учитель уроксенче тĕрлĕрен ĕç мелĕсемпе пĕлсе те килĕшỹллĕ усă куратчĕ. Вĕрентỹ ĕçне кăтарту хатĕрĕсене, пурнăçри тĕслĕхсене анлăн кỹртсе йĕркелетчĕ. Ачасене хавхалантарса, ывăнтармасăр ĕçлеттерме пĕлетчĕ. Елизавета Михайловнан чи паха енĕ вара ачасене юратни, кашни вĕренекенпе ăшă кăмăллă пулни. Çавăнпах пуль ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те ăна савăк кăмăлĕшĕн, илĕртỹллĕ чунĕшĕн, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнишĕн питĕ килĕштереççĕ. - Елизавета Михайловна вĕрентекен класс ачисем воспитани тĕлĕшĕнчен лайăх енпе кăна палăрса тăратчĕç, - калаçăва хутшăнать Е.Удочкина, Шăмăршăри вăтам шкулта завуч пулса ĕçленĕскер. - Унăн вĕренекенĕсем пĕр-пĕринпе питĕ туслăччĕ, пĕр çемьери ачасем пек пĕрне-пĕри пулăшса тăратчĕç. Вăтам тата аслă классене куçсан та хăйсене питĕ сăпай, тирпейлĕ тыткалатчĕç. Аслисене, учительсене хисеплеме те кĕçĕн классенчех хăнăхтарнă тăрăшуллă класс ертỹçи. Чăннипех те, амăшĕ вырăнĕнчех вăл вĕсемшĕн шкул пĕтернĕ хыççăн та. Пурте питĕ юратаççĕ ăна паянхи кун та. Çакă мар-и вĕрентекеншĕн чи пысăк савăнăç? Шкулта ĕçленĕ çулсенче Елизавета Михайловна илемлĕ пултарулăха хастар хутшăннă. Пĕр концерт та унсăр иртмен: юрă-ташă ăсти, такмакçă -  нихăçан та айккинче тăрса юлман. Коллектив ыйтсан пур çĕре те ĕлкĕрнĕ, епле те пулсан вăхăт çитернĕ. Халĕ Е.Шумилова тивĕçлĕ канура. Çав-çавах шкул, хăй вĕрентнĕ ачасем куç умĕнче тăраççĕ. Вĕсем те юратнă вĕрентекенне манса каймаççĕ: уявсенче шкула йыхравлаççĕ, çуралнă кунĕ ячĕпе саламлаççĕ. Учителĕ спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерсен вара чунтан хĕпĕртеççĕ. …Вĕрентỹ ĕçĕнче телей тупнă учитель, телейлĕ мăшăр, телейлĕ анне... Мăнук та пур ĕнтĕ телейлĕ çемьере. Çав-çавах лара-тăра пĕлмест вĕри чĕреллĕ Елизавета Михайловна: кунĕпе чупса çỹресе ĕçлет, каннă вăхăтра эрешлетсе-илемлетсе тĕрлĕ-тĕрлĕ ал ĕç тăвать. Юбилей ячĕпе çирĕп сывлăх, ачасенчен яланах ырăлăх сунатпăр Сире, хисеплĕ Учитель! Район çыннисене спорт çитĕнĕвĕсемпе малашне те савăнтарасса шансах тăратпăр. 

Г.ИВАНОВА. Шăмăршă ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 июля 2014
10:14
Поделиться