Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрмана кĕнĕ чух юрласа кĕр

Çакăн пек илемлĕ сăмахсемпе пуçланать чăваш халăхăн пĕр юрри. Чăнахах та çак сăмахсене питĕ пĕлсе çырнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесессĕн, пирĕн тăрăхри вăрман питĕ илемлĕ. Кунта пĕлĕте çитиех кармашнă хырсем пĕр-пĕринпе ăмăртсах ỹсеççĕ. "Вĕсен çỹллĕшне курас тесе çỹлелле пăхсассăн пуçри çĕлĕк те тухса ỹкет", - тенĕ ваттисем. Илемĕ кăна мар, çак хыр йывăççи хуçалăхра та питĕ кирлĕ йывăç шутланать. Яштака хурăнсем тата! Вĕсем чăваш пики евĕрлех таçтанах илемлĕ, тирпейлĕ курăнса лараççĕ. Вĕсене пырса юратас, çупăрлас, ачашлас килет, нумай-нумай çул ỹссе вăрмана, тавралăха илем кỹрĕр тесе калас килет. Лапсăркка чăрăшсем хĕлле те,çулла та илем кỹрсе лараççĕ. Вĕсем сивĕрен те, шăрăхран та хăрамаççĕ. Вĕсене ман ырă кăмăллă çынпа танлаштарас килет. Çынсем те вĕт хăш-пĕрисем, яланах кăмăллă, ырă туйăмлă, çынна яланах ыррине кăна сунаççĕ, çут тĕнчене илем кỹрсе кăна пурăнаççĕ. Паттăр юмансем вара вăрманти йывăçсенчен пуринчен те вăйлăрах, çирĕпрех шутланса тăраççĕ. Ахальтен мар юмахри паттăрсене те юманпа танлаштарнă. Пирĕн тăрăхри юман йывăççисене ĕлĕкренех карапсем тума турттарса кайнă. Вăрманти улăх-çаранĕ епле илемлĕ! Мĕн тĕрлĕ чечек ỹсмест-ши, мĕн тĕрлĕ чечек илем кỹмест-ши таврана! Илемлĕ чечексем çинче харсăр пыл хурчĕсем пыл пухаççĕ, тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем савăнса вĕçсе çỹреççĕ. Сăнаса пăхсассăн ытла та тĕлĕнмелле вĕт-ха: кăвак чечек çинче кăвак лĕпĕш, шурă чечек çинче - шурă лĕпĕш вĕçет. Вĕсем ăçтан ăнланаççĕ-ши хăйсене хăшĕ кирлине? Çут çанталăк çапла хушать пулинех. Çỹллĕ курăк хушшинче хĕп-хĕрлĕ çырлисем курăнаççĕ, пире татса çийĕр-ха тенĕнех туйăнаççĕ. Çỹллĕ тỹпери хĕвелĕ те вĕсем çине савăнса пăхать: ỹсĕр, илемленĕр, çынсене усă кỹрĕр, тет. Вĕçен кайăк юрлани, куккук авăтни чуна тыткăна илет. Ула такка йывăçа сăмсипе шаккать, вăл пикенсех сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене çисе, тухтăр пекех, йывăçсене сиплет. Пирĕн вăрман чĕр чунсемпе те питĕ пуян: упи те, кашкăрĕ те, пăшийĕ те, мулкачĕ-пакши те... Нумайăшне вĕсене Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртнĕ. Сайра тĕл пулакан чĕр чунсене, вĕçен кайăксене, чечексене, йывăçсене упрассишĕнех Шăмăршă тăрăхĕнче наци паркĕ йĕркеленĕ.

Ç.ЛИДИ. Пуянкасси ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июля 2014
10:35
Поделиться